Ача пособийĕ 18,6 хут пысăкланать

Юнкун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство членĕсем икĕ саккун проектне ырларĕç, Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.

Регионăн ĕç рынокĕн уйрăмлăхĕсене шута илекен коэффициента палăртмалли саккун прекчĕпе Михаил Ноздряков хăй паллаштарчĕ. Сăмах ют çĕршыв гражданĕсем патент мелĕпе усă курнă май тÿлекен налук пирки пырать — ăна кэффициентпа индексацилеççĕ. Чăваш Енре кăçал вăл 2-пе танлашнă, çитес çул валли те çав шайрах юлĕ. Сăмах май, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак тÿлевĕн республика бюджетне кĕнĕ виçи 21,5 миллион тенкĕпе танлашнă.

«Ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ» патшалăх доклачĕ çинчен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова каласа пачĕ. Кăçал ăна пурнăçлама регион бюджетĕнчен 3,2 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Организацисем вара программăра палăртнă ĕçсем валли 2 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Ĕçлекен кашни çын пуçне тивекен тăкаксем 4,3% пысăкланнă — 15,1 пин тенкĕрен иртнĕ.

Ĕç сыхлавĕпе çыхăннă лару-тăрăва хакланă май Алена Геннадьевна производствăри инкексен шучĕ юлашки вунă çулта икĕ хут ытла чакнине палăртрĕ. Анчах пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 13% нумайрах инкек пулнине шута илнĕ — 161 çын шар курнă. Чăн та, çын вилнĕ тĕслĕх сахалрах пулнă: 2020 çулта 12 çын пурнăçĕ татăлнă, иртнĕ çул тăххăрăн вилнĕ.

Тĕп сăлтавĕсем — ĕçе хăрушсăрлăха уяса йĕркелеменни, ĕçлекенсем хăйсем ĕç дисциплинине пăсни. 2021 çулта çынсем çÿлтен ÿкнипе тата транспортпа çыхăннă 14-шар тĕслĕхе шута илнĕ, машинăсемпе оборудованин çаврăнакан-куçакан пайĕсенчен çакланнипе 7 инкек пулнă. Ытларах — тирпейлекен предприятисенче, транспортпа управ вырăнĕсенче, строительствăра.

Алена Елизарова сăмах илнĕ тепĕр ыйту — ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене, ачине тăрантаракан амăшĕсене тата 2-3 çулсенчи ачасене уйăхсерен тÿлекен посбие индексацилесси. Министр палăртнă тăрăх, çак пособие 2007 çултанпа пысăклатман — вĕсем паян кунчченех 100 тата 70 тенкĕпе кăна танлашнă. Халь ÿсеççĕ — 1600 тата 1300 тенкĕпе танлашĕç. Пособие пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесене тÿлĕç. Малтанлăха шутланă тăрăх, ăна 372 хĕрарăм тата 360 ача илĕ. Министр шучĕпе, унччен вăл пĕчĕккине кура граждансенчен чылайăшĕ çак тÿлеве ыйтман та, халь вара, виçе нумай хут пысăкланнă хыççăн, пособие тÿлеме ыйтакан нумайланĕ.

Михаил Ноздряков çак мерăна маларах республика Пуçлăхĕ хутшăннипе иртнĕ ларура сÿтсе явнине аса илтерчĕ, вăл сахал тупăшлă çемьесемшĕн курăмлă пулăшу пулĕ. Çынсене çак тÿлевпе тивĕçтерме 2023 çулта республика бюджетĕнчен тата 12,8 миллион тенкĕ уйăрма тивĕ — ăна виçĕ çуллăх бюджета çирĕплетнĕ чухне пăхса хăварнă.

Кăмăллă тепĕр хыпар — ялта пурăнакан тата ĕçлекен çамрăк специалистсен ипотека тÿлевĕн процент виçине çулталăкри 0,1% таран чакарма йышăнни. Çакăн çинчен пĕлтернĕ май ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çăмăллăх ялти пурнăçа çамрăксемшĕн илĕртÿллĕрех тума пулăшасса шаннине палăртрĕ. Ипотека проценчĕсем валли каякан тăкакăн пĕр пайне 35 çулчченхи çамрăксем — ялта пурăнакан, агопромышленоç комплексĕнче е социаллă сферăра ĕçлекен çынсем — саплаштарма пултарĕç.

Сергей Геннадьевич çавăн пекех «пуçаруллă» проектсем пирки те сăмах илчĕ. Кăçал республика бюджетĕнченçак проектсем валли 675 миллион тенкĕ уйăрнă. Хăш-пĕр муниципалитет малтан палăртнă 9 проекта пурнăçлас мар тенине, аукционсен кăтартăвĕсем тăрăх хăш-пĕр проект йÿнерех ларнине кура бюджет укçи перекетленнĕ — хушма конкурс ирттерсе тата 43 проекта «симĕс çутă» пама май килнĕ. Çапла вара кăçал пĕтĕмпе граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленнĕ 896 проект пурнăçланĕ. Вĕсенчен 371-шĕ автомобиль çулĕсемпе çыхăннă, 162-шĕ – коммуналлă хуçалăх об±екчĕсемпе, 58-шĕ — халăхăн кану вырăнĕсене йĕркелессипе. Çавăн пекех масарсене тирпейлемелли, пĕве-кÿлле тасатмалли, вĕсемпе пушарсене сÿнтермешкĕн усă курмалла тумалли, ачасем валли вăйă вырăнĕсем йĕркелемелли проект чылай.

Ларура çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2021 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх грантсем валеçессине татса пачĕç. Пĕтĕмпе — 10 миллион тенкĕ. Правительство комиссийĕ виçĕ муниципалитет ĕçĕн тухăçлăхне пысăка хурса хакланă. Çĕнтерÿçĕсем — Канаш хули, Çĕмĕрле муниципалитет округĕ тата Елчĕк районĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, грант укçипе вĕсем вырăнти ыйтусене татса памашкăн усă курма пултараççĕ.

www.hypar.ru



25 августа 2022
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter