Харкасси ялӗ ҫывăхĕнчи анлă ҫула кӑҫалах хута яма палӑртаҫҫӗ

Харкасси ялӗ ҫывăхĕнчи анлă ҫула  кӑҫалах хута яма палӑртаҫҫӗ

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Шупашкар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн кăҫалхи ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăвне хутшăннă.  

«Асӑннӑ территорине аталантармалли принципсемпе стандартсене, вӑл Шупашкар агломерацийӗн пайӗ пулнине шута илсе, унта та ҫул-йĕр инфратытăмне ҫĕнетес, шыв ыйтăвĕсене татса парас тата ыттисем те пĕлтерĕшлисем пулса тăраҫҫĕ.  Федераци ҫулĕ ҫинче пурнăҫланакан объектсем те планпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ.  Хыркассинчи ҫула та  кăҫалах хута яма плана кĕртнĕ.  Паллă, объекта Ҫул-йĕр  йĕр хуҫалăхĕн кунĕнче савăнăҫлă лару-тăрура уҫма палăртнă.  Графика пăхас пулсан, объекта ҫитес ҫул пурнăҫа кĕртме шутланă, халĕ вара часах хута ярĕҫ, ансăр ҫул анлăланасси те куҫ кĕретех», – тенĕ Олег Николаев.    Паянхи куна илес пулсан, «Дорисс» ПАО подрядчик М-7 «Волга» 637 ҫухрăм – 643 ҫухрăм  ҫинче тăрăшсах ĕҫлет.   

Агломерацине тĕпе хурса  Кукеҫре шкул хăпартса лартасси те программăна кĕрсе юлнă. Кун пирки те каласа хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Шупашкар районĕ хула ҫывăхĕнче вырнаҫнă май унăн потенциалĕ пысăк пулни те куҫ кĕретех, апла пулсан, района аталанса пыма та питĕ меллĕ. Тепĕр тесен, муниципалитетра аграри тытăмĕ те хăватлăн вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», –   тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   Сăмах май, территорине аталантарса пыма патшалăх пулăшăвĕсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курма чĕнсе каланă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе хастар ĕҫлеме хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.  

«Республика Правительстви пуҫаруллă кашни проекта пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳме хатĕр.  Палăртма кăмăллă, пирĕн паха ĕҫсене РФ Правительстви те хапăл тусах йышăнать», – тенĕ вăл.  Ҫын пурӑнакан хӑтлӑ та хӑрушлӑхсӑр тата экологи тӗлӗшӗнчен таса хутлӑх этем хӑйшӗн пурӑнмалли вырӑна суйласа илнӗ чухне шута илекен тӗп критери, республика Правительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн вара – пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелли тӗп ориентир пулса тӑрать.

«Муниципалитет округĕсенчи депутатсен яваплăхĕ тата та ӳссе пырать», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацине суйлав хыҫҫăн тӳрех депутатсене пĕр чăмăра пухса, паянхи кун тухса тăракан ыйтусене пĕрле сӳтсе явма, пухăнса калаҫма хушу та панă регион Пуҫлăхĕ.     Тепĕр тесен, вĕсен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе те тачă ҫыхăнса ĕҫлеме пĕлмелле.  Депутатсен тĕллевĕ – хăйсен территорийĕнчи пурнăҫ условийĕсене лайăх пĕлсе тăрасси, халăх патне кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене туллин вăхăтра илсе ҫитересси, йывăрлăх кăларса тăратаканнисене халăхпа пĕрле сӳтсе явса тĕрĕс йышăнусем туса хăварма тăрăшасси, кирлĕ пулсан ытти службăсене те илсе ҫитересси пĕлтерĕшлиех пулса тăрать.  Регионта Наци проекчĕсемпе пулса пыракан объектсем пурнăҫа епле кĕрсе пыни пирки те ҫынсене пĕлтерсех тăмалла, ку ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ тенĕ ертӳҫĕсем.  



26 августа 2022
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter