Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунĕ ячĕпе саламлани

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин хаклӑ ҫыннисем!

Сире Хула кунӗпе саламлатӑп!

62 ҫул каялла ҫӗршыв картти ҫинче ҫӗнӗ хулана – Ҫӗнӗ Шупашкара палӑртнӑ. Ҫав ҫулсем хушшинче вӑл ҫирӗпленсе, вӑйланса ҫитрӗ тата малашлӑхлӑ пулса тӑчӗ, кунта йӑла-йӗрке, тивӗҫлӗн упранса, ламран лама тӑ-сӑлать, аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрӗсем те уҫӑмлӑ. Паян хула умӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ, вӗсене пурнӑҫлани экономика аталанӑвӗнче мала иртме шанӑҫ кӳрет. Ӑна тӳрре кӑларма лайӑх майсем пур. Пӗрлехи вӑйпа эпир промышленноҫа аталантаратпӑр, пурӑнмалли ҫурт-йӗр кварталӗ-сем ҫӗклетпӗр, шкулсемпе ача сачӗсене тӗпрен юсатпӑр, ҫӗнӗ вӗренӳ учреж-денийӗсем тӑватпӑр, спорт площадкисемпе обществӑлла вырӑнсене йӗркене кӗртетпӗр.

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн кашни ҫитӗнӗвӗнчех кунта пурӑнакансен пӗрлехи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗ тата вӗсем тӑван хулана чунтан юратни, ӑна хӑтлӑрах та илемлӗрех, хальхи вӑхӑта тивӗҫтермелле тума ӑнтӑлни витӗмлӗн палӑрса тӑрать. Ҫак ырӑ туртӑма пурнӑҫа кӗртме те мӗн кирли йӑлтах пур: патшалӑх программисем, халӑх пуҫарулӑхӗ тата хула ҫыннисен хастарлӑхӗ.

Паянхи Ҫӗнӗ Шупашкар – пултаруллисемпе пысӑк ӑсталӑхлӑ ҫынсен хули. Хула кунӗнче кунта пурӑнакан кашни ҫыннах ҫирӗп сывлӑхпа пур тӗрлӗ ырлӑх сунатӑп! Эсир – унӑн чунӗ, тӗп тӗрекӗ! Ҫӗнӗ Шупашкара вара – ырлӑх тата чечекленӳ!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                     Олег Николаев



27 августа 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter