Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2023 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта Республика кунне уявласа ирттерме плана кĕртнине хыпарланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ  2023 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта Республика кунне  уявласа ирттерме плана кĕртнине хыпарланă

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Хула кунне уявласа ирттернĕ уявра пĕлтернĕ.

«Ҫĕнĕ Шупашкар юлашки ҫулсенче питĕ курăмлăн улшăнса пырать.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем хута каяҫҫĕ. Эпир хамăр енчен пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳме яланах хатĕр.  Ҫитес ҫулта Ҫĕнĕ Шупашкарта  тата та пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртесси куҫ кĕретех.  Малашлăх патне ăнтăлса пысăк кăтартусемпе палăрса пыратпăр.  Кăҫал ҫĕнĕ шкул хута яма килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.  Палăртма кăмăллă, ҫитес ҫулта Республика кунĕ Ҫĕнĕ Шупашкар уявĕпе тӳр килсе тăрĕ.  «Атăл» кинотеатр ҫывăхăнче тĕпрен улшăнса ҫĕнелесси те паллă.  Ҫĕнĕ Шупашкар  вырăнти халăхшăн тата хăнасемшĕн чи илемлĕ те хăтлă вырăн пулассине те пĕлсех тăратпăр», тенĕ Олег Николаев.  

Хулан сăн-сăпатне улăштарса тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те пăхса хăварнă плана Чăваш Ен Пуҫлăхĕ вырăнти халăхпа пĕрле сӳтсе явнă. «Эпир ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшăпăр. Ҫитес виҫĕ ҫул хушшинче нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче илемлĕх хуҫалантăр тесе палăртнă ĕҫсене тĕпрен пурнăҫа кĕртесси те планра пур.  Шанатăп, Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пурнăҫа кĕртессинче хастар хутшăнассине.  Пур пек мĕнпур объектсене тирпейлĕ упрассине те пĕлсех тăратпăр», тенĕ вăл.  Хулара пурăнакансене ыррине суннă, ăнăҫусем кулленех пулччăр тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.    

Хулара ĕҫлесе пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă Олег Николаев.  Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхне Дмитрий Пулатова ятарлă пысăк технологиллĕ ҫутатакан экран туянма 10 миллион илме май паракан сертификата парса чысланă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков хулара пурăнакансене пĕрле пĕр чăмăра пухăнса палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе тăрăшса ĕҫлеме, вырăнти ертӳлĕхпе килĕшсе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе хастар вăй хума чĕнсе каланă.

«Хулана аталантарас енĕпе республикăн пысăк план пур.  Ирĕклĕ экономика зони те пурнăҫа кĕрсе пырасси куҫ кĕретех.  Хулара агропромышленноҫ зони вăй илсе кайĕ. Проектпа килĕшӳллĕн кĕҫех завод хăпартассипе те ĕҫе тытăнĕҫ.  Апла пулсан план пысăк, малалла хастарлăн талпăнсах ĕҫлемелле!», - тесе каланă ҫӳлерех палăртнă Комитетăн Председателĕ.   

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче хула ҫыннисене мухтанă, пултаруллă та ĕҫчен тесе хакланă. «Эпир паян Ҫĕнĕ Шупашкара епле хисепленине тата юратнине ҫирĕплетсе паратпăр.  Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлеме те пурăнма та питĕ лайăх», тенĕ вăл.  

Кăҫал хулана 62 ҫул ҫитрĕ.  Уяв ячĕпе саламлама «Вирус» ушкăнпа Паскаль Раҫҫей юрăҫи килсе ҫитнĕ, хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ. Яланхиллех пухăннă халăх валли каҫхине асăнмалăх фейерверк пулнă.   



29 августа 2022
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter