Çитес çул республика кунĕ Çĕнĕ Шупашкарта иртĕ
Чăваш Республикинче çăмăл промышленность предприятийĕсем чылай. Вĕсене пĕрлештерсе кластер йĕркелемелле. Ку предприятисене аталанма та, патшалăх тĕревне нумайрах тата пысăкрах илме те май парать. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕнĕ Шупашкарта каларĕ. Химиксемпе энергетиксен хулинче пурăнакансене республика ертӳçи çуралнă кунпа саламларĕ.
Ĕçлĕ çул çӳрев хулари ача-пăча ӳнер шкулĕнчен пуçланчĕ. Шăпăрлансене аталанма кунта пĕтĕм майсем туса панă. Пĕлӳ çурчĕ умĕнчи тавралăха хăтлăх кĕртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ӳнер шкулĕнчен инçех мар вырнаçнă кордодрома та çитсе курчĕ. Ку лапама 10 çул ытла хута ярайман. Ыйтăва республика ертӳçи çине тăнипе кăна пĕлтĕр татса панă. Халĕ кунта республика шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ. Раççей тупăшăвĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Чайка» ушкăн Чăваш Ен чысне хӳтĕленĕ, малтисен шутне кĕнĕ. Халĕ вĕсем Раççей кубокне хатĕрленеççĕ.
Ăмăрту авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Жуковскинче иртмелле. Кордодромра çĕршыв шайĕнчи ăмăртусем ирттерме те пулать. Ăна пурнăçа кĕртме Çĕнĕ Шупашкарта хăна çурчĕсем çитменни чăрмантарма пултарать. Ку ыйтупа хула администрацийĕн Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерствипе тачăрах ĕçлемеллине палăртрĕ республика ертӳçи. Олег Николаев Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш шкула та çитрĕ. Унта тĕплĕ юсав ирттернĕ. Пĕлӳ çурчĕ кăçал 55 çул тултарать. Сумлă çула вĕрентекенсемпе вĕренекенсем илемлĕ те чаплă çуртра кĕтсе илеççĕ. Аллă е ытларах процент юханнă шкулсене тĕпрен юсас программа республикăра иртнĕ çултах хута кайнă. 3-мĕш шкула шăпах унпа усă курса çĕнетнĕ. Пĕлтĕр çуртне юсанă. Кăçал вара тавралăха хăтлăх кĕртнĕ.
– Çак программăна пурнăçа кĕртме пуçланă чух тĕп тĕллев лартрăмăр хамăр умра – çак шкулсене пĕтĕмĕшле çĕнетсе ачасене валли вĕрентӳ енĕпе аталанма, тĕрлĕ енлĕ тĕпчев тата ăста енĕпе аталанма, спорт енĕпе аталанма пространствăсем туса парасси. Президент та çакăн пек программăна хута кĕртсе яни пирĕншĕн, паллах, питĕ пысăк çăмăллăх. Пирĕн паянхи кун тепĕр 53 шкул ремонт ĕçĕсене кĕнĕ. Кăçал 31 кĕнĕ, çитес çул 22 кĕрет. Ытти çулсене валли эпир тата 141 шкула тăратрăмăр. Тĕпрен çĕнетсе шкулсене хута яма. Пĕлӳ çуртĕнчен республика ертӳçи çĕвĕ фабрикине çитрĕ. «Элита» предприяти хăйĕн продукцине çĕршыври 70 региона тата Казахстана ăсататать. Фабрика тĕрлĕ проектсем пурнăçлать. Ĕçленине кура республика та пулăшма хатĕр. Çапах та калăпăшлă пулăшу илме Чăваш Енри çăмăл промышленность предприятийĕсен кластера пĕрлешмелле. Вара аталанма та ансатрах пулĕ. Хальлĕхе ку енĕпе чăрмавсем те çук мар.
– Ку ентĕ чи малтанах çак ĕçе тăвакан специалистсем сахалли. Çак ĕçе тӳрлетес тесе эпир кăçал ятарлă ĕç туса ирттертĕмĕр. Çав вăтам пĕлӳ паракан учрежденисене малалла тĕллевлĕ специалистсене хатĕрлеме. Çитĕнтерсе пыма хистесе тăратпăр. Ку ĕнтĕ чи малтанах производствосене валли мĕнле специалистсем кирлĕ, çавăн пексисене илсе вĕрентсе пырасси. Хула кунне уявлама Çĕнĕ Шупашкарсем Атăл çыранĕ хĕрне пуçтарăннă. Çитес çул кунта республика кунне анлă паллă тăвĕç. Унччен хула татах та илемлĕнĕ. Çитес виçĕ çулта хулари пур картиша та тирпейлĕç.
– Ырă каç, хаклă Çĕнĕ Шупашкарсем. Паянхи уява килнĕ хăнасем. Сире паянхи уяв ячĕпе чунтан чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, телей тата малалла та çавăн пекех хастаррăн паянхи пек туслă утма сунатăп. Çамрăк хулан пуласлăхĕ пысăк. Çывăх вăхăтра кунта çĕнĕ шкул çĕклеме килĕшӳ çырĕç. «Атăл» кинотеатр тавралăхне те хăтлăх кĕртĕç.