Куç микрохирургийĕн филиалĕ 35 çул ĕçлет

Куç микрохирургийĕн филиалĕ 35 çул ĕçлет

 «Куç микрохирургийĕ» МНТК Шупашкарти филиалĕ тӳрех икĕ юбилей датисене паллă тунă.  Кăҫал ăна пуҫарса яраканне  Святослав Николаевич Фёдорова 95 ҫул ҫитнĕ тата Шупашкарта пĕрремĕш клиника йĕркеленсе кайнăранпа 35 ҫул пулнă. Шăпах та, вăл унта СССР тапхăрĕнче пуҫласа ăнăҫлă операци туса ирттернĕ.    

«Сирĕн ĕҫпе мăнаҫланатăп. Эсир чăнласах та, ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем тăватăр.  Чăваш Енре Святослав Федорович аслă ентешĕмĕр ĕҫĕсене малалла тăсатăр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Клиника Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн пайĕнчи пĕлтерĕшлĕ учрежденисенчен пĕри.  Кунта хăйсене шанса панă ĕҫе пысăк яваплăха туйса таса кăмăлпа пурнăҫлакан профессионалсем тăрăшаҫҫĕ. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсем ҫĕршыв шайĕнче те тивĕҫлĕ вырăн йышăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  «Эпир сире малашне те пулăшса пырăпăр, сывлăх сыхлавĕн тытăмне лайăхлатăпăр: медицина учрежденийĕсене хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерĕпĕр, сиплев ĕçне çĕнĕ технологисем кĕртĕпĕр. Çакă пĕтĕмпех граждансен ырлăхĕшĕн, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерессишĕн витĕмлĕ пулĕ», – тенĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ клиникăра тăрăшакансен пысăк пĕлӳ шайĕ пулнине палăртнă. 35 ҫул хушшинче учрежденире кулленех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса операцисем тунине те асăннă вăл.  Куҫ чирĕпе аптракансене вăхăтра тата паха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернине те каланă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  «35 ҫул пысăк тапхăр. Кулленех технологисем улшăнса пыни те куҫ кĕретех.    Енчен те малта пырас тесессĕн,  паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлес тесессĕн, ҫĕнĕлĕхсене вĕренсе пымалла, халăха паха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшмалла», – тенĕ Пуҫлăх. «Сирĕн кăтартусем те ҫук мар, паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн яланах тĕслĕхре. Ĕҫ ушкăнĕ лайăх, палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Кун пирки халăх та ҫирĕплетсех пĕрре мар калать», тенĕ вăл.

Регионта пурăнма та ĕҫлеме хăтлă условисем пулччăр тесе Чăваш Ен Правительстви пĕтĕмпех мĕн кирлине туса пама тăрăшассине палăртнă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Шупашкарти филиал чи лайăххисенчен пĕри шутланать.  Кунта пĕтĕмпех пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ. Тĕнчере тăвакан мĕнпур операцисене ку филиалта пурнăҫлаҫҫĕ. Вĕсен паха ĕҫĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре.  Кулленех ăс-хакăл тĕнчине, професси шайне те ӳстерсе пыраҫҫĕ специалистсем.  Кирлĕ пек кадрсене хатĕрлесе кăларас ĕҫе те тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех», – тенĕ С.Н. Федоров академик ячĕпе хисепленсе тăракан сиплев учрежденийĕн генеральнăй директорĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Олег Гриднев.    Филиалта вĕрентӳ центрĕ те пур. Сахал мар тĕпчев ĕҫĕсене туса ирттереҫҫĕ пысăк профессионалсем.  Врачсене хатĕрлесе кăларакан тата хушма пĕлӳпе тивĕҫтерекен база та шутланать клиника.       Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан студентсем клиникăра пĕлӳ шайне ҫирĕплетсе, практика ĕҫĕсене хутшăнайраҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан мĕнпур условисем ҫителĕклĕ медицинăра тăрăшакансене валли.  

Офтальмолог клиникинче вăй хуракансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тата ытти официаллă ҫынсем  саламланă, медицинăн хисеплĕ ĕçченĕсене юратнă ĕçе чунпа парăнса пурнăçланăшăн тав тунă,  Станислав Федоров академик ячĕпе хисепленекен куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕ çуралнă кунне паллă тума пухăннисене ҫирĕп сывлăх, ырлăх, телей суннă.

Яланхиллех, ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене ертӳҫĕсем  патшалăх наградисене парса чысланă. 



29 августа 2022
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter