Чăваш Енре пурăнакансене маска тăхăнма сĕнеҫҫĕ

Чăваш Енре пурăнакансене маска тăхăнма сĕнеҫҫĕ

«Республикăра юлашки уйăхра лару-тăру ҫивĕчленсех пырать.  Паянхи пурнăҫ таппи пирĕнтен тимлĕхе ыйтать. Тепĕр тесен, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ те ҫывхарса килет. Енчен те эпир, пурсăмăр та хăрушсăрлăх темисене пăхăнса пырсан, хамăра хамăр упрама тăрăшсан, лару-тăрăва ырă енне куҫасси те часах пулĕ.  Енчен те чирлекенсен йышне чакарма тӳр килсен, пуласлăх планне те пăхса хăварма  лайăхрах май килĕ», тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра COVID-19 чир-чĕрпе аптракансем 27 ҫын пулнă пулсан, ҫурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне кăтарту сакăр хутчен ӳснĕ, вăл 204,2 танлашнă.

Виҫĕ уйăх хыҫҫăн оперативлă штаб хăйĕн ĕҫне ҫĕнĕрен пуҫарса ячĕ.  Юлашки хут регионта штаб ларăва ҫĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирттернĕ пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче оперативлă штаб ларăвне часах ирттерменнине пăшăрханса каланă.  Енчен те кирлĕ пек мĕнпур мероприятисене вăхăтра туллин ирттерсе пынă пулсан, тен кăтарту кăштах та пулин урăхларах пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов докладра чăнласах та лару-тăру регионта япăхланса пынине ҫирĕплетнĕ, чирпе аптракансен йышĕ самай ӳссе пынине каланă вăл.   Амбулатори мелĕпе сывалакансем сахал мар тенĕ ведомство ертӳҫи.  Енчен те ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăтарту 350 пулнă пулсан, халĕ вара чирпе нуша куракансен йышĕ 2723 ҫитнине хыпарланă вăл, 206 пациент стационар мелĕпе сипленнине пĕлтернĕ министр.

Владимир Степанов халăха прививка тутарттарма чĕнсе каланă, унсăрăн усал амака парăнтарма хĕн тенĕ вăл.  Паянхи куна калас пулсан, вакцинациленекенсен йышĕ 78,3 процентпа танлашать.  Пур-ха ҫавăн пек муниципалитетсем, кăтарту кăштах пĕчĕк пулни сисĕнкелет, вĕсем: Улатăр хулинче, Улатăр районĕнче, Элĕкре, Вăрнарта, Вăрмарта, Шăмăршăра, Ельчĕкре, Тăвай тăрăхĕнче.

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская чирлекенсем кашни эрнеренех ӳссе пынине палăртнă. Ҫĕршыврипе танлаштарсан, кăтарту икĕ хут та пысăкрах тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Сăмах май, кĕркуннехи тапхăрпа ҫынсене вакцинациленме чĕнсе каланă, тен кун пек чухне чире парăнтарасси кăштах лайăхланса пырĕ тенĕ вăл.

«Лару-тăру йывăрланса пынине шута илсе, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче  ҫынсене тен маска тăхăнма ыйтмалла. Вĕренӳ учрежденийĕсенче те ҫапла йышăну тусан вырăнлă пулĕ. Хамăрăн сывлăха упраса хăварассишĕн тăрăшмалла.  Халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисенче, медицина пайĕнче маска тăхăнассине пурнăҫа кĕртнĕ. Усал амак чиртен сыхланас тесессĕн прививка тума сĕнес.  Транспортсем ҫинче питĕ асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх мерисене ҫирĕп пăхăнмалла, маса тăхăнни питĕ кирлĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Надежда Луговская.

Сăмах май, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ ҫывхарса килет. Хăш шкулсенче ачасене икĕ сменăпа вĕрентеҫҫĕ, вĕсенче икĕ тапхăрпа торжествăлла пая ирттерме чĕнсе каланă ертӳҫĕсем. Кун пек чухне чир-чĕртен асăрханма лайăхрах пулĕ тен тенĕ вĕсем.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев предприятисемпе организацисенче тăрăшакансене COVIDпа хирĕҫ кĕрешессипе хушма мерăсем пăхса хăварма ыйтнă. Ҫынсене хыпарсемпе вăхăтра тивĕҫтерсе тăма та каланă республика Пуҫлăхĕ. Вакцинациленесси ыйтăва та кун йĕркинчех тытма чĕнсе каланă вăл сăмаха ҫавăрса. Иммунитета ҫирĕплетсен, усал чир вăраха тăсăлса сарăлса пымĕ тен. Кашни ҫыннăн хăйĕн сывлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшмалла.

 



30 августа 2022
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter