Чирлес мар тесен прививка тума сĕнетпĕр

Акă, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать. Специалистсем çулсерен çакна палăртаççĕ – ачасем партта хушшине ларнă хыççăн икĕ-виçĕ эрнерен вĕренекенсен йышĕнче чирлекенсем йышланаççĕ. Шăнса пăсăлнипе, тĕрлĕ вирус чирĕсемпе аптăраççĕ вĕсем. Кăшăллă вирус сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штаб ларăвĕ паян çак ыйтуран пуçланчĕ.

Ковид-19 алхасма пуçланăранпа республикăра 87 900 ытла çын унпа чирленине палăртнă. Кашни кун кăтарту япăхланса пырать. Çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енре кăшăллă вируспа чирлекенсем нумайланма пуçларĕç. Уйăх пуçламăшĕнче 350 çын сыватмăшра выртнă пулсан, халĕ ку кăтарту 2723-пе танлашать.

НАДЕЖДА ЛУГОВСКАЯ: «Пирĕн республикăра короновируспа чирлекенсен шучĕ ӳссе пырать. Çавăнпа та чирлес мар тесен прививка тума сĕнетпĕр. Унсăр пуçне халăх нумай çĕрте маскăсем тăхăнмалла, автобуссемпе çӳренĕ чухне. Юлашки икĕ уйахра чирлекенсен шучĕ 14 хут ӳсрĕ».

Сыхлав органĕсене хӳтĕлемелли хатĕрсемпе усă курмалла, алла çусах тăмалла. Паллах, сыхлăх эмелне яртарма та манмалла маррине палăртрĕç ларура. 



НТРК
30 августа 2022
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter