Чӑваш Енре типĕ атмосфера тытăмне пула регион шайĕнче чрезвычайлӑ лару-тӑру йӗркине йышăнаҫҫĕ

Республикăри сакăр районта йышăннă ЧС мĕнпур Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, хуҫалăхсем 67 млн тенкĕллĕх тăкак тӳсни паллă.
Олег Николаев ЧС хамăр территоринче регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. ЧС 2022 ҫулта ҫурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пурнăҫа кĕрет, ăна пăрахăҫласси вара ҫут-ҫанталăк витĕмлĕхĕнчен пĕтĕмпех килет.
«Пирĕн ĕнер регионта сакăр районта ЧС йышăннă. Хальхи вăхăтра кĕрхи ĕҫсем хĕрӳ пыраҫҫĕ. Ятарлă план та пăхса хăварассипе хастар тăрăшаҫҫĕ специалистсем», - тенĕ Олег Николаев Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă Комиссийĕн ларăвĕнче. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине ЧС тӳснĕ тăкаксен калăпăшне чакарассипе ятарлă мероприятисен планне хатĕрлеме хушнă регион Пуҫлăхĕ.
Сăлтавĕ паллă, ҫут-ҫанталăк шăрăх тăнипе ҫыхăннă. 30 кун хушшинче типĕ пулнине кура, уй-хирте тыр-пул типсе ларнă. Тăпрара нӳрĕк ҫителĕксĕр пулнипе тухăҫ та пĕчĕкленсе пыни куҫ кĕретех теҫҫĕ специалистсем. Аграри ĕҫченĕсем палăртнă тăрăх, Вăрнарта, Йĕпреҫре, Пăрачкавра, Улатăрта кунсерен ҫав тери шăрăх ҫанталăк пулнă, нормăран пурĕ те 5 процент ҫеҫ ҫумăр ҫунă, кун пек чрезвычайлă лару-тăру 2010 ҫулта пулнă имĕш. Типĕ ҫанталăк ҫĕр улмисемшĕн, нумай ҫул ӳсекен курăксемшĕн уйрăмах сиен кӳни паллă. Кĕрхисене акса хăварма та аванах мар. Кун пирки те сахал мар сăмах пуҫараҫҫĕ ял хуҫалăх тытăмĕнче тăрăшакансем.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр йывăрлăхсем пирки чарăнса тăнă. Ҫĕр улмине, пахча ҫимĕҫсене ҫут ҫанталăк самай сиен кӳнине асăннă. «Паянхи кун тĕлне 3 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тĕрĕслев ирттернĕ. Вăтамран хуҫалăхсем 67 млн тенкĕллĕх тăкак тӳснĕ», – тесе хыпарланă ведомство ертӳҫи, сăмах май кăтарту тата та ӳссе пырассине палăртнă вăл. Ҫĕр ĕҫченĕсем кĕрхисене акса хăварма, тăпрара ҫителĕксĕр таран нӳрĕк пулнине палăртаҫҫĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕпленĕ ведомство ертӳҫи.
Чăвашгидрометеоцентрĕ пĕлтернĕ тăрăх, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа сывлăш температури чакма пуҫлать, сивĕ ҫанталăксем пуласса асăнаҫҫĕ. Эрне вĕҫленииченех 6 градусран пуҫласа 11 градус таран кăна шăрăх пуласси те паллă. Республика территорийĕнче вырăн-вырăнтпа ҫумăр та ҫума пултарассине калаҫҫĕ специалистсем.
Аса илтеретпĕр, Чăваш ЕНре пĕлтĕр те ЧС режимне йышăннă пулнă, ун чухне хуҫалăхсене типĕ тăнă ҫанталăк 300 млн тенкĕлĕх сиен кӳнĕ.