Пурнăç хамăртан килет
Тĕрлĕ шайри депутатсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Халăхшăн тăрăшнине сăмахпа мар, ĕçпе кăтартмалла. Кашни депутат хăйĕн тивĕçне чунтан пурнăçласан пурнăç шайĕ те улшăнмалла. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Комсомольски районĕнче каларĕ. Каçал тăрăхĕнче республика ертӳçи Кĕçĕн Каçал тата Хырхĕрри ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.
Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ялĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев иккĕмĕш хут. Пĕлтĕр вăл кунта çуркунне пулнă. Аса илтеретпĕр, Асанкасси тата Хырхĕрри ялсенче пурăнакансене Кĕтне Пасар ял çывăхĕнче хăйăр карьерĕ тăвасси пăшăрхантарнă. Унти хăйăра М-12 çула тума усă курасшăнччĕ. Анчах карьера хута яни çывăхри ял çыннисене чылай чăрмав кӳме пултарнă. Ыйтăва çынсен шухăшне тĕпе хурса татса памаллине палăртнăччĕ ун чухне Олег Николаев. – Эпĕ сирĕнпе тĕл пулнăччĕ, анчах та мана кайран ял халăхĕ килĕшнĕ терĕç. Енчен те ял халăхĕ килĕшсен вара ĕçлĕр тесе ун чухне хам енчен çавăн пек килĕшӳ палăртса хунăччĕ. Малалла та çавăн пек килĕштерсе, калаçса ĕçлессе шанса тăратăп. Юлашки вăхăтра республикăра чылай ĕç пурнăçларĕç. Улшăнусем уйрăмах ял хуçалăх тытăмĕнче палăраççĕ.
ЮРИЙ ПОПОВ: «Кăçалхи çул, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, уборка икĕ эрне каярах килчĕ. Пĕлтĕр июль 15-16 пуçласан, кăçал августăн 4-5-мĕшĕсенче пуçларăмăр. Çав вăхăтрах 1-мĕш сентябрь тĕлне нумайăшĕ вĕçлесе пĕтеретпĕр, мĕншĕн тесен ялта пурăнакнасен питĕ вăйлă техника».
Тимĕр утсене туянсан тăкаксен 40 процентне республика хыснинчен саплаштараççĕ. Ял çыннишĕн ку, паллах, пысăк тĕрев. Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх тытăмĕнче пурĕ 50 ытла программа ĕçлет. Вĕсемпе кашни çĕр ĕçченĕ усă курма пултарать. Хăватлă техникăн пĕлтерĕшĕ хĕрӳ вăхăтра лайăх палăрать.
ВАЛЕРИЙ МИХЕЕВ: «Тыр-пул пуçтаратпăр, вĕсене аласа кĕртсе пыратпăр, çак техникăна илнĕ май тӳрех çĕртме туса пыратпăр эпир. Улăмсене пуçтарса, сухаласа, хатĕрлесе пыратпăр. Паян-ыран кĕрхи тулăсене акса пĕтеретпĕр».
Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулнă май хырхĕррисем чылай ыйтăва уçăмлатма тăрăшрĕç. Сăмахран, çитĕнӳ лапамĕсем пирки. Олег Николаев çитес вăхăтра ку лапама кашни шкулта уçассине палăртрĕ. Республикăра 400 ытла шкул. Хулапа ял шкулĕнче вĕренекенсене пĕр шайра аталантарас, çĕнĕ технологисене хăвăрт пурнăçа кĕртме хăнăхтарас тĕллевпе 200 шкулта çитĕнӳ лапамĕ пулмалла. Вĕсенчен 64-шĕ çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче хута каяççĕ.
АЛЕВТИНА ТРОФИМОВА: «Ăна питĕ пысăк тав пирĕн йывăрлăх сиксе тухсассăн вăйлă çил-тăвăл пулсассăн пирĕн пĕр так клуб айăпланнăчĕ. Питĕ хăвăрт укçа-тенкĕ тупса пире çавна юсаса пачĕ те. Пурлăха упраса сыхласа хăвартăмăр».
Пуçаруллă пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ялта мĕнле пурăнассине çынсем хăйсем палăртаççĕ. Çул тумалла, шыв кĕртмелле, масар тирпейлемелле, ача-пăча лапамне йĕркелемелле – пур ĕçе хута яма «Халăх пуçарăвĕ» программа пулăшать. Унпа килĕшӳллĕн кăçал республикăра 900-е яхăн проект ĕçе кĕртмелле.
Тĕплĕнрех...