«Технотрон» НПП предприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫитсе килнĕ

«Технотрон» НПП предприятине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫитсе килнĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул-ҫӳревре производствăра пулнă, предприяти тирпейлесе кăларакан тĕрлĕ таварсемпе паллашнă, пуласлăхри ыйтусене организацийĕн директорĕпе Владимир Галкинпа тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Палăртса хăваратпăр, предприяти Чăваш Республикин экономикин система тăвакан переченьне кĕрет, импорта улăштарассипе йышăннă программăна та хутшăнать.

«Технотрон» НПП таварĕсен калăпăшĕ  ҫулталăкне 252,9 миллион тенкĕпе танлашать,  промышленноҫ тытăмĕнче сварка тăвакан хатĕрсем 750 ед. тирпейлесе кăларать.  (Палăртса хăваратпăр, вĕсен 1000 ед. таран таварсем  тума та хăватлăхĕ пур).  

Паянхи пурнăҫ таппине шута илсе, юлашки вăхăтра предприятийĕн таварĕсем туххăмрах сутăнса пынине те каланă предприятийĕн директорĕ.  Ҫар промышленноҫ комплексĕнче тăтăшах вĕсем тирпейлесе кăларакан таварсене ыйтнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Апла пулсан, производствăн территорийĕсене хăватлантарса, таварсен калăпăшне ӳстерсе пыни те паха тенĕ ертӳҫĕ. Хальхи вăхăтра «Технотрон» НПП производствăна ӳстерсе пырассипе пысăк плана пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшать.    



31 августа 2022
07:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter