Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗлӳ кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем, вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ!

Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламлатӑп!

Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫӗнӗ пӗлӳсем, открытисемпе ҫитӗнӳсем еннелле тӑсӑлакан аслӑ ҫулпа ҫӳреве тухма йыхӑрать. Шкула пуҫласа килекен 17 пин ачашӑн ҫак кун пурнӑҫри ҫӗнӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӑн, вун пӗрмӗш класра вӗренекен пилӗк пин ҫамрӑкшӑн вара – шкул программине алла илмелли вӑхӑтӑн юлашки сыпӑкӗн пуҫламӑшӗ пулса тӑрӗ.

Тата, паллах, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пысӑк та курӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ улшӑнусемпе асра юлӗ. Ҫӗршыври мӗнпур шкулта эрне пуҫламӑшӗнче уроксем Раҫҫей Федерацийӗн ялавне ҫӗкленӗ тата гимнне итленӗ хыҫҫӑн пуҫланӗҫ. Ҫак йӑлана пирӗн республикӑра иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа ӗҫе кӗртнӗ те ӗнтӗ.

Шкул директорӗсен воспитани ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен канашҫисен институтне Чӑваш Ен пилотлӑ регионсен шутӗнче йӗркелет. Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн уйрӑмӗсене туса хума палӑртнӑ, сӑмах май, ҫав юхӑм ятне эпир пурте пӗрле шутласа тупма пултаратпӑр! Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене ҫирӗплетес тӗллевпе «Пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫни» урок тулашӗнчи занятисене тӑтӑш ирттерме йышӑннӑ.

Республика пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин шкулӗ» ҫӗнӗ тепӗр проекта пурнӑҫлама хутшӑнать, ҫавна май пирӗн шкулсем ачасемшӗн тата ҫитӗннисемшӗн вӗренӳпе воспитани, ҫут ӗҫ центрӗсем пулса тӑрӗҫ. Шкул саккинчен тытӑнсах «пӗрремӗш» ӗҫ профессине алла илме Чӑваш Енре «Шкул – техникум / ВУЗ – предприяти» форматпа туса хатӗрленӗ профориентаци проекчӗ пурнӑҫланать.

Вӗренӗве пулӑшасси патшалӑхӑн улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ шутланать, ҫавна май эпир пӗлӳ пахалӑхӗпе юрӑхлӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пырас, шкулсене ҫӗнетсе тӑ­рас енӗпе малалла ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев – ачасене пур енлӗн аталанма, ҫитӗ­нӳсем тума тата вӗсене Аслӑ Раҫҫейӗн гражданӗсемпе патриочӗсем пул­са ӳсме пулӑшакан пӗ­лӳ шайӗпе тивӗҫтересси.

Хаклӑ туссем! Сире пӗлӳ, ҫитӗнӳсемпе питӗ лайӑх паллӑсен анлӑ та вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчинче кӑсӑк ҫул ҫӳрев сунатӑп! Мӗнпур вӗрентекене – иксӗлми хастарлӑхпа хавхалану, профессире ҫитӗнӳсем, ашшӗ-амӑшне, асламӑшӗ-кукамӑшӗпе аслашшӗ-кукашшӗне – вӑй-хал, ачисемпе тата мӑнукӗсемпе юнашар пулма яланах хатӗр тӑма, вӗсемпе мӑнаҫланма сунатӑп!

Ҫулӗ такӑр пултӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                  Олег Николаев

 



01 сентября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter