«Хамӑрăн историне сыхласа хӑварас тата ҫитĕнекен ӑрăва ăна вĕрентес тесе, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев

10-мĕш класра вĕренекенсемпе уҫă урок ирттернĕ чухне кун пирки каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Мухтанатăп санпа Раҫҫейĕм» темăпа уҫă урок ирттернĕ регион Пуҫлăхĕ. Паллă пулăм Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленĕ акципе тӳр килсе тăрать.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ шкул ачисене Раҫҫей патшалăхĕн тĕп ҫул-йĕрĕсем пирки кĕскен каласа кăтартнă, мĕншĕн хамăрăн Раҫҫейпе мăнаҫланма сăлтав пуррине уҫăмлатнă.
Кăҫал Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫапла майпа хамӑрӑн ентешӗмӗрсемпе, маларах ӗҫлесе чапа тухнисемпе те, халь пурӑнаканнисемпе те, мӑнаҫланассине малалла тӑсатпӑр тенĕ вăл.
Тĕнчере Раҫҫейĕн историйĕ пирки пĕрре мар суя хыпарсем вырнаҫтарса, тĕрĕссине манса ăна урăхлатса ҫырма шутлакансем те час-часах тупăнкаланнине асăннă. «Иртнине лайăх пĕлни – обществăна пуласлăх ҫине тĕллевлĕн пăхма витĕм кӳрекен никĕс пулса тăрать, пирĕн несĕлĕмĕрсем, ăна упраса хăварассишĕн пĕтĕм вăй-халпа тăрăшни те пĕлтерĕшлĕ. Паттăрсен ячĕсене пирĕн ĕмĕр асра тытмалла, вĕсем пирĕншĕн кĕрешнĕ, мирлĕ пурнăҫ парса хăварассишĕн, хăйсене шеллемесĕр тăшмансене хирĕҫ тăнă», – тенĕ вăл. «Эпир хамăрăн истори упранса юлтăр тесе хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пыма тăрăшăпăр. Ҫитес ăрăва ăна парса хăварассишĕн те ырми-канми ĕҫлĕпĕр. Иртнин вăй-хăват ҫăл куҫĕ пире ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрет, кирек-епле йывăрлăхсене те парăнтарма вĕрентсе пырать», – тенĕ.
Сăмах май, Украинăри лару-тăру пирки те каласа кăтартнă. Юлашки 30 ҫул хушшинче хыпарсене тĕрĕс халăха пĕлтермесĕр, ҫынсен шухăш-кăмăлне, ăс-тăн пуянлăхне пачах та тĕрĕс мар ăнлавпа пурăнма вĕрентсе пынă имĕш. «Эпир пĕрле яланах тăшмана хирĕҫ пулнă, пĕр пек шухăшланă. Халĕ вара пачах та урăхла. Пирĕн тĕллев – ачасене, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыма вĕрентесси. Паллă, кĕске вăхăтрах мĕнпур ыйтăва уҫăмлатса татса пама хĕн, пур-пĕрех тĕрĕслĕхе малти вырăна кăларма тăрăшмалла», – тенĕ Ертӳҫĕ.
24-мĕш №-лĕ Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта республика Пуҫлăхĕ савăнăҫлă линейкăра пулнă. Пухăннă ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнă ятпа саламланă, пĕр пухăннă пек чухне шкулти юсав ĕҫĕсемпе те паллашнă, условисене курса ĕненнĕ. Тĕп тӗллевсем – шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ тата воспитани парассине тивӗҫтерме вӑя хурса ӗҫлесси. Федераци майӗсемпе тата мелӗсемпе, ҫавӑн пекех республикӑри тата муниципалитетсенчи хамӑрӑн шалти майсемпе усӑ курса ҫитес ҫулсенче вӗсене тӑвас ӗҫе пуҫӑнмалла. Вӗренӳ ӗҫ-хӗлӗн юхӑмӗнче ачасен пултарулӑхӗпе кӑмӑл-туртӑмне мӗн пӗчӗкренех асӑрхама, ҫавӑн пекех уйрӑмах пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма пулӑшакан ҫул-йӗре тӗп вырӑна хумалла. Кун пирки те каласа хăварнă вăл.
Палăртса хăваратпăр, 2021–2022-мĕш ҫулсенче вĕренӳ учрежденине тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕмпех шкулта тирпейлĕ, ачасене ăс пухма ҫителĕклĕ хатĕрсем вырнаҫтарнă.
Республикăра гуманитари тата цифра профильлӗ «Ӳсӗм вырӑнӗ» центрсем ӗҫлекен шкулсем пур. Вӗсене квадрокоптерсемпе, 3D-принтерсемпе, интерактивлӑ комплекссемпе тата пысӑк технологиллӗ ытти хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатнӑ.
Чăваш Ен Пуҫлăхне шкулти медиастудипе, шкул хаҫатне те епле кăларса пынипе, унта материалсене вырнаҫтарни ҫинчен каласа кăтартнă. Чăваш тĕрри пирки те каласа панă, финанс ыйтăвĕпе ҫыхăннă темăна уҫă урока республикăри финграмотноҫ центрĕн директорĕ ирттернĕ.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пĕрремĕш класа тин ҫеҫ килнисене сăпайлă, тăрăшса вĕренме, тимлĕ пулма вĕрентсе каланă. Вӗренӳ тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри пулнӑ та пулать те, вӑл Чӑваш Республикин экономика, технологи тата инноваци тӗлӗшӗнчи аталанӑвӗ ҫине тӳрремӗн витӗм кӳрекен отрасль шутланать. Ҫавăнпа та тăрăшсах вĕренмелле мĕн ачаранах. Шкул кĕнекинче асăнмалăх тав сăмахĕсем ҫырса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев, пӗлӳ ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма, темле пулсан та лайӑх паллӑсем илме, кăсăклă та паллӑ пулӑмсемпе ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма суннă ачасене.