Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Пӗлӳ кунӗ ячĕпе саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Пӗлӳ кунӗ ячĕпе  саламланă

Кăҫал И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университечĕ хăйĕн 55 ҫул ҫитнине паллă тăвать.  «Аслă шкул асăннă тапхăрта пуян та паха ĕҫ опычĕпе палăрчĕ.  Чăваш Енре аслă шкулсем хушшинче чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри.  Кунта чăнласах та, паха кадрсем  туптаса кăлараҫҫĕ.  Республикăри мĕнпур отрасăльте ĕҫлеме пысăк тавра курăмлă, ăста та пысăк профессионалсем хатĕрлеҫҫĕ.  Пирĕн хушăмăрта та, нумайăшĕ ҫак аслă шкултан вĕренсе тухнă», – тесе каланă пухăннисене саламланă май хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Регион Пуҫлăхĕ аслă шкул предприятисемпе тата организацисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине палăртнă.  Университет паянхи куна илес пулсан, тĕрлĕ предприятисемпе пĕтĕмпе 233 килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Студентсемпе практика ирттерме ĕҫ хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетнĕ, вĕсен шучĕ 534 танлашать.   

Тĕнчери чи паллă пысăк предприятисенчен пĕри – «Промтрактор» ОАО. Йывăр техника – трактор калăпласа кăлараҫҫĕ предприятинче. «Химпром» ОАО Раҫҫейри хими производствинче чи анлă сарăлнисенчен пĕри.  Вĕсем тăтăшах ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă предприятисемпе организацисене хăйсен таварĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. «Бреслер» ИЦ ООО, «Экра» НПП ООО, «Пĕтĕм Раҫҫейри  реле тăвакансен наукăпа тĕпчев институчĕ» ОАО, Чăваш Республикинчи электротехника кластерĕн предприятийĕсем – Раҫҫейри электротехника промышленноҫĕн центрĕ тата ыттисем те.   Палăртнă предприятисем ҫĕршывра анлă сарăлнă.

«Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕшĕн чи шанчăклă партнер пек курса тăратпăр Чăваш патшалăх университетне.  Тĕрлĕ сферăсем валли паха специалистсем хатĕрлесе кăлараҫҫĕ аслă шкулта.  Наукăпа тĕпчев ĕҫĕнче, производствăра та вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк.  Паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн чăнласах та, питĕ пысăк тĕслĕхре»,  – тенĕ Олег Николаев.  

Республика Пуҫлăхĕ сăмах май, Ульяновск облаҫĕпе Мордови Республикин пĕрлехи майпа пурнăҫланакан проект, полигон,  ĕҫĕ пирки те чарăнса тăнă, искусственнăй интеллект пирки те сăмахланă, асăннă ĕҫсене пурнăҫласа пыма ЧПУра компетенципе условисем те пуррине асăннă.   

Тĕрлĕ халăхсен хушшинчи ҫыхăнăва тытса пыма пĕлесси пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă Олег Николаев. Палăртма кăмăллă паянхи куна калас пулсан, аслă шкулта пĕтĕмпе тĕнчери 50 ҫĕршывран студентсем тарăн пĕлӳ илес тесе вĕренеҫҫĕ.   Студентсене паха пĕлӳ илме, вĕренсе тухсан хăйсен пурнăҫĕнче тĕрĕс-ҫул йĕрпе пырса паха специалистсем пулса ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пулма мĕнпур услови ҫителĕклĕ.

«Чăваш патшалăх университечĕ чи лайăххисенчен пĕри яланах пултăр тесе тăрăшатпăр. Унăн ҫитĕнĕвĕсем кунран-кун ӳссех пыччăр. Аслă шкул ҫĕршыра яланах ыттисем хушшинче кĕрлесе тăтăр, тĕслĕхре пултăр», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков. «Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлăр, пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн яланах ырми-канми ĕҫлĕр.  Хăвăрăн тĕллевĕрсене, проектăрсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн те ҫине тăрсах вăй хурăр.  Сирĕн пысăк тĕрев пур – аслă шкулта ĕҫлекен преподавательсем тарăн пĕлӳллĕ те ăста профессионалсем. Сирĕнпе пĕрле Чăваш Республикин Правительстви, депутатсем кулленех тачă ҫыхăнса пĕрне-пĕри пулăшса ĕҫлеҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.    

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева уява пухăннисене саламланă майăн аслă шкулăн хăйне евĕр йăли-йĕркисем пуррине каланă.  Ҫĕршывшăн юрăхлă гражданин пулса ҫитĕнчĕр тесе, вĕсем хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пынине асăннă вăл. «Эпир аслă шкула – пире, Ҫĕршыва хисеплеме, уншăн тăрăшса ĕҫлеме, пысăк кăтартусем патне ăнтăлма, паха специалистсем пулса вĕрентсе кăларма витĕм кӳнĕшĕн пысăк тав сăмахĕсем калатпăр.  Ҫĕршыва юратма вĕсем сахал мар ăс панă. Туслăха ҫирĕплетме, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнма та чылай витĕм кӳнĕ», –  тенĕ вăл. Хальхи студентсем те ҫак паха енсене ĕмĕр упраччăр, вĕсене ламран-лама куҫарса, ҫитĕнекен ăрăва та парса пыма пĕлччĕр. Пĕрне-пĕри пулăшсан, туслă пурăнсан – ҫитĕнӳсем патне ҫитесси те часах пулĕ», – тенĕ депутат сăмаха ҫавăрса.        

 И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ  Андрей Александров кăҫал аслă шкула пĕтĕмпе 4,5 пин студент вĕренме килнине хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче.  «Университет пĕлтерĕшĕ кулленех ӳссе пырать. Кунта професси пĕлĕвне анчах илмеҫҫĕ, ăс-хакăл тĕнчине те пуянлатса пыраҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Аслă шкул ҫумĕнче спорт енĕпе 21 секци ĕҫлет. Пултарулăха аталантарса пыма тĕрлĕ условисем пурри никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Кун пирки ҫирĕплетсех каланă аслă шкулăн ректорĕ.  

Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫланнă ятпа пухăннă мĕнпур халăха Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Денис Спирин тата ытти официаллă ҫынсем ăшшăн саламланă, аслă шкултан вĕренсе тухса, пуласлăхра хăйсене килĕшекен ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрма чĕнсе каланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев студентсем хатĕрленĕ проектсенчен йĕркеленĕ тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, вĕсен ĕҫĕсене пăхса тухса пысăка хурса хакланă.  Студентсен пĕрлешĕвĕсен проекчĕсем чăнласах та, питĕ кăсăклă тесе асăннă вăл хăйĕн сăмахĕнче.



02 сентября 2022
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter