Пĕлӳ кунĕ - çĕнелнĕ шкулта

Мĕн пур шкул ачисен хаваслă сассипе тулчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пĕрремĕш хут шкул алăкне уçакансемшĕн те, вĕсемшĕн хумханакан ашшĕ-амăшĕшĕн, шкул ачисене ăс пама ăнтăлакан, хăйсен пĕтĕм ырă кăмăлне парнелеме талпăнакан вĕрентекенсемшĕн те савăнăçлă пуçланчĕ. Пӗлӳ кунӗнче Чăваш Енре 149 000 ача парта хушшине ларчĕ. 17 000 шăпăрланшăн пĕрремĕш хут шкул шăнкăравĕ янăрарĕ. Шупашкарти 24-мĕш шкулта, республикӑри тата Раҫҫейри ытти пӗлӳ ҫурчӗсенчи пекех, кăçал уяв патшалӑх ялавĕсене çĕкленипе тата Гимнран пуçланчĕ.

Капăр тумлă ачасем, пысăк чечек çыххисем, хăнасемпе ашшĕ-амашĕ. Уйрăмах пĕрремĕш классемшĕн пĕлӳ кунĕ савăнăçлă, çав вăхăтрах пăлхануллă уяв. Пĕрремĕш шăнкăрав сасси вĕсен асăнче нумайлăха юлĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлӳ кунĕпе саламларĕ.

24-мĕш шкулта 2021-2022 çулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем тунă. Шкул палăрмаллах улшăннă. Хăтлă та илемлĕ вĕренӳ çуртĕнче пĕлӳ пухма, аталанма, спортпа туслашма та меллĕ. Ку пӳлĕмре, сăмахран, çамрăк корреспондентсем пухӑннӑ. Вĕсем шкул хаçачĕн çитес номерĕ мĕнле пуласса тишкереççĕ. Пĕрисем хаçат кăларассипе ĕçлеççĕ пулсан, теприсем çитес уяв программине хатĕрлеççĕ. Ачасен аллинче купăс, шăхлич, параппан та чăвашла янӑрать. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе хăнасене те илĕртме пултарчĕç. Ҫитĕнекен ăрăва чăвашсен тĕп пуянлăхĕсенчен пĕринпе – тĕрĕпе – паллаштарса, ăна ăша хывма вĕрентесси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Паян çак енĕпе республикăра пĕлтерешлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

ЛЮДМИЛА АГАФОНОВА: «Чăваш тĕрри кружокĕ пирĕн шкулта ĕçлет. Çав кружока ачасем кăмăлпах çӳреççĕ, мĕншĕн тесен чăваш тĕррин историне пĕлсен, чăваш халăхăн историне пĕлме пулать. Тăван çĕршыва ытларах юратма пуçлаççĕ ачасем. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхине ачасем питĕ юратаççĕ».

 Сумлă хăнасем пĕлӳ çуртне Раççейӗн тĕрленĕ карттине парнелерĕç. Вăл малашне шкул музейĕнче упранĕ. Кунта патриотла воспитани парас енĕпе те хастар тӑрӑшаҫҫӗ. Пĕлӳ кунĕнче ачасем валли «Раççейĕм манăн, санпа мăнаçланатăп» уçă урок иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Регион Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра вăрçă çулĕсенчи ĕçри паттăрлăх çинчен çĕнĕ пулăмсем уçнă.

– Пĕр енчен хумхантăм, тепĕр енчен – савăнтăм, мĕншĕн тесен курăнать ĕнтĕ, пирĕн ачасем – питĕ ăслă, питĕ тарăн шутлакан ачасем. Тата çак самантсем ĕнтĕ вĕсем мĕнле ыйтусем панинчен те курăнса тăрать. Тен, вăл çакă эпир юлашки çулсенче туса пынă ĕçрен те килет.

Сăр хӳтĕлев чикки тăвакансене халалланă çулта самаях тĕрлĕ районсене кайса çак истори стораницисене питĕ тĕплĕн тĕпчерĕç. Вĕсен чунне çак истори вăрлăхне, ман шутпа, ӳкме май пачĕ тесе шутлатăп. Шкул ачисене республика Пуçлăхĕ малалла ăнтăлма, йывăрлăхсенчен хăрамасăр вĕренӳре çитĕнӳсем тума ырă сунчĕ.

Тĕплĕнрех...



НТРК
02 сентября 2022
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter