Пĕр кунта икĕ уяв

Пĕлӳ кунĕ çамрăксемшĕн те чи савăнăçлă та кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Уйрăмах çак кун «студент» ята пĕрремĕш хутчен тивĕçекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Илья Николаевич Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне кăçал 4 000 ытла çамрăк пĕрремĕш хутчен ура ярса пусрĕ. Вĕсене саламлама аслӑ шкула Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев ҫитрӗ.

Чăваш патшалăх университечĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче тӳрех икĕ уяв паллă турĕ. Çак кун аслă шкул йĕркеленнĕренпе 55 çул çитнĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăма паллă тума вĕрентекенсемпе студентсем, хăнасем ăслăлăх вулавăшĕ çывăхĕнче пухăнчĕç. 1-мĕш курса вĕренме килекенсем валли «Мехел ярмăрккине» йĕркеленĕ. Унта хутшăнса вĕсем студент пĕрлешĕвĕсем, кăсăклă проектсем çинчен пĕлме пултарчĕç.

Кăçал университет чылай проектпа çĕнĕлĕх пурнăçа кĕртме палăрать. Вĕсен йышĕнче искуствăлла интеллект енӗпе ӗҫлекен специалистсене хатĕрлесси, Чĕмпĕр облаçĕпе тата Мордва Республикипе пĕрле карбон полигонне йĕркелеме хутшăнасси.

– Сире паянхи уяв ячĕпе чунтан-чĕререн саламласа пурнăç çулĕ тăрăх хастаррăн утма сĕнетĕп, пĕлӳсене илсе, вĕсене пурнăçра усă курса паллă çынсем пулма сĕнетĕп. 

Тĕплĕнрех...



НТРК
02 сентября 2022
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter