Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Нефтьпе газ промышленноҫĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Нефтьпе газ промышленноҫĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп. Чăваш Енĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕнче сирĕн отрасль пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, республикăна аталанма пулăшать.

Чăваш Ен - газификаци енĕпе малта пыракан регионсенчен пĕри. Юлашки ҫулсенче уйрăм ҫуртсене газпа тивĕҫтерессипе уйрăмах тăрăшса ĕҫлетĕр. Паянхи кун тĕлне 4000 ытла килĕшӳ тунă, вĕсенчен 77 процентне газ кĕртнĕ. Кĕркунне Атăл леш енчи ялсене те «кăвак ҫулăм» ҫитĕ.

Хальхи вăхăтра специалистсен умĕнче ҫурт-йĕр строительствипе промышленноҫа аталантарас тĕлĕшпе ҫĕнĕ тĕллевсем тăраҫҫĕ: индустри паркĕсем тумалла, ҫĕнĕ Шупашкарта экономика зони йĕркелемелле, ҫĕнĕ производствăсене хута ямалла, ҫавăн пекех аграри секторĕн продукцине тирпейлессине аталантармалла - вĕсем пурте газпа усă куракансем пулĕҫ.

Эсир унчченхи ăрăвăн ырă йăлисене упраса хăварса ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртессе, пулăшу ĕҫĕсене лайăхлатса тата ĕҫ условийĕсене ҫĕнетсе пырасса шанса тăратăп. Сире ĕҫченлĕхпе ăсталăхшăн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, телей тата ĕҫре ҫитĕнӳсем тума сунатăп!  

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ             Олег Николаев



04 сентября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter