Донбасран килнĕ ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне тивĕҫнĕ

Донбасран килнĕ ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне тивĕҫнĕ

Донбасран пирĕн тăрăха килнĕ тăватă гражданина «Советская Чувашия» хаҫатăн парнисене ҫĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ҫăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ республикăри 84-мĕш эстафетăра тата Совет Союзĕн икĕ хут Герой ятне ҫĕнсе илнĕ, СССР летчик-космонавтчĕ Андриян Григорьевич Николаева халалласа иртнĕ  2022 ҫулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.

Раҫҫей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Елена Александровăна, Владимир тата Наталья Кочансене, Галина Викентьевнăна  тивĕҫтернĕ.

Обществăлла организацисен старчĕ хыҫҫăн, Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕпе Чăваш Енри Ашшĕсен Канашĕ туслăх чупăвĕн эстафета патакне Донбасран Чăваш Республикине килнисене парса хавхалантарнă.   

«Пире паян пурсăмăра та пĕр чăмăра спорт уявĕ пухрĕ. Чупу фестивалĕ регионта 84-мĕш хут иртет. Пирĕн паллă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаева асăнса чылай халăх пухăннă. Кăҫал пĕрремĕш вĕҫеве тухнăранпа 60 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр.  Ăна асăнса, унпа хавхаланса, пурсăмăр та старта пуҫтарăнтăмăр»,   тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Пурне те спортра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă, йăла-йĕркесене тытса пырса, ҫĕнни патне ăнтăлма каланă. Кăҫал эстафетăна пухăннисене Шупашкарти капелла саламланă, вĕсем спортăн илемĕ пулса тăнă.  

Эстафетăна массăллă чупупа уҫнă.  Мероприятине республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем ытти шайри влаҫра тăрăшакансем хутшăннă. Паллă спортсменсемпе депутатсем, предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем чылайăн пухăннă мероприятине.  Старта пурте пĕтĕм кăмăлпа пуҫтарăннă.  

Фестивале Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков хутшăннă.  Вăл Вăрнарти ял хуҫалăх техникумĕнче вĕренекен студента Лев Вопилова велосипед парса чысланă. Ҫитес ҫул та чи маттурине ҫакнашкалах парне кĕтессине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   «Советская Чувашия» чупăва ячĕшĕн кăна мар ирттеретпĕр.  Кун пек эпир хамăрăн паллă ентешĕмĕре хисепленине пĕлтеретпĕр, пĕрле ĕҫлекенсене тĕслĕх кăтартса паратпăр, ачасене спорта юратма вĕрентетпĕр», тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов кĕркуннехи тапхăрпа пулакан спорт мероприятийĕсем  «СЧ» эстафетипе тытăннине асăннă.  «Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассишĕн хавхалансах пурăнни хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пĕрле эпир пĕр чăмăра пухăнса – Чăваш Ен спортпа туслă регион пулнине ҫирĕплететпĕр», – тенĕ вăл.    

«Советская Чувпашия» хаҫатăн тĕп редакторĕ, генеральнăй директорĕ Владимир Васильев пурне те тав тунă, эстафетăн кулленхи партнерĕсене мухтанă, мероприятине хутшăнакансене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма лайăх кăмăл-туйăм суннă.   Йăлана кĕнĕ тăрă, ятарлă делегаци космонавтăн палăкĕ умне кăшăл хунă.  Кăҫалхи делегацийĕн йышне Елена Николаева – ССС тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп чемпионки тата «Советская Чувашия» хаҫатăн тĕп редакторĕн ҫумĕ Игорь Герасимов кĕнĕ.  

Яланхиллех, ăмăртусенче мала тухнисене парнесем парса чысланă.         

Фото Максима Васильева



05 сентября 2022
12:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter