Шупашкарта иртнĕ пӗрремӗш ҫурма марафон йӑлана кӗрет

Шупашкарта иртнĕ пӗрремӗш ҫурма марафон йӑлана кӗрет

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.  Ҫурма марафон йăлана кĕртнĕ тăрăх ӳлĕмрен те авăн уйăхĕн ҫурринче пулать,  ăна А.Г. Николаев летчик-космонавт, Совет Союзĕн икĕ хутчен Герой ятне тивĕҫнĕ, паллă ентешĕмĕре халалласа ирттереҫҫĕ.

Пуҫласа марафона Шупашкарти заливра тата Атăлăн Мускав ҫыранĕ хĕрринчи тӳремре чупма условисем хатĕрленĕ.

Чупăва хутшăнма кăмăл тунисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă. Мероприятине йĕркелесе ирттерме палăртнă Шупашкар хули питĕ чаплă вырăн пулнине каланă.  «Ҫапла  тума икĕ сăлтав пур – вĕсенчен пĕри Чăваш Ен паллă спортсменсемпе пуян, вĕсем: Ардалион Игнатьев, Валентина Егорова, Алина Иванова тата ыттисем те. Тепĕр сăлтавĕ – Шупашкар Атăл ҫинче вырнаҫнă.  Палăртма кăмăллă – истори тĕлĕшĕнчен те пĕлтерĕшлĕ паха вырăнсем чылай республикăра»,   тенĕ вăл.

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫурма марафона чупса тухма пухăннисене савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ, финиша ҫитме вăй-хал суннă.  

Спорта килнисене Раҫҫей Федерацийĕн  Патшалăх Думин рынок финанс ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн Председателĕ Анатолий Аксаков ăшшăн саламланă. «Паян спорт уявне тĕрлĕ ҫулсенчи ҫынсем пухăннă.  Ытти регионсенчен манăн юлташсем те сахал мар ăмăртăва хутшăнма килсе ҫитнĕ.  Калăпăр,  РФ Патшалăх Думин ячĕнчен Викторий Билан чупать.  Тепĕр юлташăм – «РосДорБанк» Правленийĕн Председателĕ Глеб Гурин», – тенĕ Анатолий Аксаков.  Сăмах май, банк сферинче тăрăшакансем тăтăшах спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене яланах хутшăнма кăмăл тунине те палăртнă вăл.  

Программăпа килĕшӳллĕн, чупăва хутшăнакансем 5,10, 21,1 ҫухрăма  тата 800 м чупса тухакансем те пулнă.  21,1  ҫухрăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев парăнтарнă.  

Шупашкарти ҫурма финала тĕрлĕ ҫулсенчисем пухăннă.  Спорта юратакансем, чăн-чăн профессионалсем сахал мар пуҫтарăннă. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансем хапăл тусах чупăва килсе ҫитнĕ, пĕтĕмĕшле мероприятине 650 ҫын хутшăннă.



05 сентября 2022
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter