«Юпа уйăхĕнче историллĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса парăпăр, Шупашкар хулин Атăл леш енне «кăвак ҫулăм» ҫитерĕпĕр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Юпа уйăхĕнче историллĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса парăпăр, Шупашкар хулин Атăл леш енне «кăвак ҫулăм» ҫитерĕпĕр», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

«Юпа уйăхĕнче истори енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса паратпăр – Атăл леш енне газ ҫитĕ.  Юлашки мĕнпур ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитермелле. Пĕтĕмпех ыйтăва уҫăмлатмалла. Мĕн кирли хатĕр.  Асăннă терриорине кăвак ҫулăма ҫитернĕ ятпа савăнăҫлă мероприятине ҫитес вăхăтра туса ирттерĕпĕр», –  тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  уява пухăннисене Нефтьпе газ промышленноҫĕн ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламланă май.  

«Газпром» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленине кура пулса тухрĕ курăмлă ҫак ĕҫ. «Пуласлăхра асăннă территоринче газ кĕртни аталанса пыма тĕрлĕ майсем уҫĕ.  Халăха валли пĕлтерĕшлĕ программăсене те пурнăҫа кĕртме лайăх пулĕ.  Хальхи вăхăтра ялсенче, ăҫта газ илсе ҫитереймен, вĕсене те «кăвак ҫулăмпа» тивĕҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшатпăр.  Сивĕ кунсем ҫывхарса киличчен, мĕнпур ыйтусене уҫăмлатса пĕтерме палăртса хумалла», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен газификаци енĕпе малта пыракан регионсенчен пĕри. Юлашки ҫулсенче уйрăм ҫуртсене газпа тивĕҫтерессипе тăрăшса ĕҫлени те куҫ кĕретех. Паянхи кун тĕлне  тăватă пин  ытла килĕшӳ тунă, вĕсенчен  сакăр вунă процентне газ кĕртнĕ теме те юрĕ. Кĕркунне Атăл леш енчи ялсене те «кăвак ҫулăм» ҫитĕ.  «Кăвак ҫулăма» пурăнакан ҫурт-йĕрсем патне ҫитерессипе йĕркеленĕ кăтартупа Чăваш Ен малтисен ретĕнче тăрать.  2022 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 79,5 процентпа танлашать. (Раҫҫейре – 71,4 процент).  

«Газпром» представителĕсене Чăваш Ен территорийĕнче пĕрремĕш Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмне чĕртме пулăшнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 1941-1945 ҫулсенче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартас ĕҫре ĕҫ паттăрĕсене, тылра вăй хунисене халалланă пысăк пулăм пулса иртнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Чĕмсĕр чикĕ тăвакансене» халалланă мероприятине «Газпом» ПАО пĕрле килĕшсе йĕркеленĕ, «кăвак ҫулăмпа» ҫыхăннă мĕнпур ĕҫсене пĕрле йĕркеленĕ.  Пĕрлехи ĕҫ шăпах та, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрет те», – тенĕ Олег Николаев.  

«Эсир унчченхи ăрăвăн ырă йăлисене упраса хăварса ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртсе, пулăшу ĕҫĕсене лайăхлатса тата ĕҫ условийĕсене ҫĕнетсе пыратăр. Сире ĕҫченлĕхпе ăсталăхшăн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, телей тата ĕҫре ҫитĕнӳсем тума сунатăп», тенĕ вăл.

Професси уявĕпе мероприятине пухăннисене «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ООО тата «Газпром газораспределение Чебоксары» АО компанийĕсен генеральнăй директорĕ   Александр Бусыгин, РФ Патшалăх Думин Комитет председателĕ Анатолий Аксаков саламланă.

«Паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан технологисен витĕмлĕхĕпе тĕпе хурса ĕҫлени пысăк кăтартусемпе палăрма, цифра ҫине те куҫса пыма хистет», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Александр Бусыгин.  

 «Эсир хăвăра шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлатăр, республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми вăй хуратăр», тенĕ Анатолий Аксаков.  Пуласлăхра пысăк тĕллевсем, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассинче те тимлĕн ĕҫлеме тивессине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Мероприятине пухăннисене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, ĕҫре ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă.  



05 сентября 2022
11:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter