Чӑваш Ен "Перекетлӗ пуҫару" грант конкурсне хутшӑнакан регионсен шутне кӗнĕ

Чӑваш Ен "Перекетлӗ пуҫару" грант конкурсне хутшӑнакан регионсен шутне кӗнĕ

Чăваш Республикинче «Эффективлă регион» проекта пурнăҫа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕҫ комиссийĕн ларăвĕнче кун пирки паллă пулнă.   

«Чăваш Республикинче «Тухăҫлă регион» проекта пурнăҫа ăнăҫлă кĕртсе пынине шута илсе, «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ 2022 ҫулта «Перекетлĕ пуҫару» конкурса хутшăнакансен переченьне ҫĕнĕрен пăхса тухнă.  Ăмăртăва хутшăнса гранта тивĕҫекенсен йышне Чăваш Ене те кĕртсе хăварма килĕшнĕ», тесе ырă хыпара  каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.

«Перекетлĕ пуҫару» гранта илме май паракан конкурса «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ пуҫарса янă, вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăма тĕрев пама килĕшнĕ. (Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе социаллă хӳтлĕх, культура, спорт, туризм енĕпе ытларах пулăшу пуласси те куҫ кĕретех).  Проектсене перекетлĕ технологисен витĕмлĕхĕпе пурнăҫа кĕртсе пырасси те паллă. Асăннă конкурса 2020-мĕш ҫултан йĕркелесе пыраҫҫĕ, пĕтĕмĕшле грантсен фондчĕ 14 млн танлашать.   

«Хальхи вăхăтра заявкăсене тăратасси тапхăр вĕҫленнĕ,  конкурса хутшăнма 67 заявка панă.  Пĕтĕмлетӳсене авăн уйăхĕ вĕҫлениччен туса пĕтерме плана кĕртнĕ»,   тенĕ Чăваш Республикинчи «Тухăҫлă регион» Республикăн компетенцисен центрĕн ертӳҫи Сергей Лекарев.    

«Тухăҫлă регион» проекта Чăваш Республики  хутшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче пĕлтĕрхи ҫул хутшăнса регион хăйне валли паха ĕҫ опытне илнине палăртнă.  Практикăра регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансемшĕн сахал мар усăллă ĕҫсемпе паллашма майсем пулнă, перекетлĕ мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма вĕреннине каланă.  

Хальхи вăхăтра «Перекетлĕ регион» проекта пурнăҫа кĕртсе пырассинче 51 организаци хастар хутшăннине асăннă вăл.  Проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре тухăҫлăх малти вырăна тухса тăнине, ĕҫ вăхăчĕ 527 пин сехетлĕх перекетленнине, ăна пула 88 млн тенкĕ упраса хăварма май килнине те пĕлтернĕ вăл.   

Тишкерӳ тунă хыҫҫăн, 206 проектсенчен ҫурри ытла Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем ҫине витĕм кӳнине асăннă вăл.

Калăпăр, МФЦ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама сахал мар витĕм кӳрет.  Кирек-епле офисра та тĕрлĕ ыйтăва 2 сехет те 23 минут хушшинче уҫăмлатса пама майсем пур.  Малтанласах, ку кăтарту 47 сехетпе танлашнă пулнă тата ҫитменнине халăх хăй пурăнакан территоринчи офисра ҫеҫ социаллă пулăшусене илессипе ҫыхăннă ыйтусемпе пыма пултарайнă.

Промышленноҫа аталантарассипе ĕҫлекен фондăн кивҫенне илессинче те ҫăмăллăх пур, 106 кун хушшинче ыйтăва пĕтĕмпех уҫăмлатма пулать, малтанласа ку кăтарту вара 331 кунпа танлашнă пулнă.

Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫессипе ҫыхăннă ыйтăва та татса парассинче ҫăмăллăхсем пур. Чăваш Республикин Ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫме  41 кун хушшинче документсене йĕркелесе ҫитерме те майсем пур, малтанхи тапхăрта 52 кун пулнă.

Ача садне  пепкесене вырнаҫтарас ĕҫре те ҫĕнĕлĕхсем пур.   

Хальхи вăхăтра «Тухăҫлă регион» символикине хатĕрлессипе хастар тăрăшаҫҫĕ.

Кунсăр пуҫне 2022 ҫулта республикăра чи паха ĕҫсене тĕпе хурса перекетлĕ ĕҫлесе пыма май паракан тĕслĕхсен ĕҫне те пуҫарса яма плана кĕртнĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев раштав уйăхĕн пĕрремĕш ҫурринче стратегильлĕ сесси ĕҫне ирттерме палăртнине каланă.  Унта шăпах та, чи лайăх ĕҫлекенсен паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма майсем пулассине хыпарланă вăл сăмаха ҫавăрса.

Фото: Егор Тифанюк



06 сентября 2022
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter