Чӑваш Енре коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсем хӗллене 90 процент таран хатӗр
Ҫуртсенче пурăнакансен сасăлавĕсене тĕпе хурса кулленех мониторинг туса пыма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче пулакан канашлура пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи объектсене хутса ăшăтмалли кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрлесе ҫитерес ыйтăва тарăн сӳтсе явнă.
«Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса управляющий компанийĕсен ĕҫне хаклама май паракан ятарлă сервис йĕркелесе ярсан аван пулĕччĕ. Енчен те пурăнакансене управляющий компанийĕсен ĕҫĕ тивĕҫтерет пулсан, вĕсем кăмăллă юлсан – организаци хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлесе пыни те куҫ кĕретех. Мĕнпур ĕҫсен пахалăх шайне те хаклав туса ирттерме май пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Тепĕр тесен, ҫапла тума цифра сервисне те йĕркелесе яма май пур. «Ĕҫе кулленех тĕрĕслесе пымалла, хаклав туса мониторинг йĕркелемелле», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.
Чăваш Республикинчи Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫи Виктор Кочетков хăйĕн сăмахĕнче ыйтăм кăтартăвĕсем управляющий компанийĕсен рейтингне тăвас ĕҫре шăпах та, витĕм кӳме пултарассине хыпарланă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов коммуналлă хуҫалăх объекчĕсене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хутса ăшăтмалли тапхăра 90,1 процента хатĕрлесе ҫитернине пĕлтернĕ.
Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи предприятисем топлива таврашне кирлĕ пек запас хатĕрлесе ҫитернине те асăннă вăл. Котельнăйсем валли энергосбереженисем ҫителĕклĕ 501 резерв хатĕрленине те пĕлтернĕ вăл.
«Мĕнпур палăртса хунă хатĕрленӳ ĕҫĕсемпе, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх тата социаллă сферăри объектсенче авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫне-хĕрне тухма плана кĕртнĕ», – тенĕ министр.
2022/23 ҫулсене валли хутса ăшăтмалли тапхăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пынине асăннă вăл.
Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ăшăпа тивĕҫтерекен организацийĕсем умĕнче газшăн парăм виҫи пĕлтĕрхи кăтартуран 20,7 процент чухлĕ чакнă, вăл хальлĕхе 1 138 млн тенкĕпе танлашать.
Палăртнă вăхăт тĕлне кĕркуннепе хĕллене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес ĕҫсене районсемпе хуласен администрацийĕсен пуҫлăхĕсене туллин тивĕҫтерме чĕнсе каланă, газ лимичĕ пирки ыйтăва тĕрĕслевре тытма сĕннĕ Чăваш Республикин строительство министрне. «Юпа уйăхĕ валли мĕнпур лимита палăртса заказ туса хăвармалла. Енчен те кирлĕ пулсан, ҫанталăк сивĕтсе кайсан, туххăмрах ăшăпа тивĕҫтермелле пултăр. Йывăрлăхсем те чăрмавсем те пачах та пулмалла мар», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.