Олег Николаев ачасемпе çамрăксен пĕтĕм Раççейри уҫӑ ӑмӑртусен пӗрремӗш стартне панӑ

Олег Николаев ачасемпе çамрăксен пĕтĕм Раççейри  уҫӑ ӑмӑртусен пӗрремӗш стартне панӑ

Шупашкарта ăмăртусем  «Олимп» стадионĕнче авăн уйăхĕн 6-7-мĕш кунĕсенче иртеҫҫĕ, унта Раҫҫей Федерацийĕн 12 субъектĕнчен спортсменсем килсе ҫитнĕ. Хастар спортсменсем 80 комплект медале тивĕҫессишĕн спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ: 100,200, 400 метр чупассинче, тăршшĕне сикессинче,  мечĕк перессинче, ядро ывăтассинче хăйсен вăйне виҫĕҫ.  Пуҫласа ăмăртусене 9-15 ҫулхи ҫамрăк ачасем хутшăнаҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫакăн пек паллă спорт мероприятине хамăр тăрăхра ирттерме питĕ сумлă тесе каланă. Раççей ăмăртăвĕсене йышăнма Чăваш Еншĕн пысăк чыс. «Чăваш Енре спорт инфратытăмĕ аталанса пытăр тесе, сахал мар пысăк ĕҫсем туса ирттереҫҫĕ.  Сусăр ачасене валли те тĕрлĕ условисем хатĕреҫҫĕ спортри ăсталăха ӳстерсе пыма.  Калас пулсан, ҫĕршвари Паралимп вăййисенче те пирĕн Чăваш Енрен ăста спортсменсем пур.  Вăл та пирĕн спортсменсем ҫирĕп те ăста спортсменсем пулнине ҫирĕплетет», - тенĕ вăл.

Чăваш Енĕн ҫамрăк гражданинĕсене ҫитĕнтерме вĕрентӳпе спорт учрежденийĕсем тăваҫҫĕ, вĕсене хальхи йышши оборудованипе тивĕҫтереҫҫĕ, кăсăклă проектсем хатĕрлеҫҫĕ.

Пысăк ҫитĕнӳсем патне ҫитес тесессĕн, ачасене те мĕн пĕчĕкренех спорта явăҫтарма тăрăшмаллине каланă регион Пуҫлăхĕ. «Ҫитес ҫула  Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ тесе йышăнасси пирки указа алă пуснă. Ачасем  - пирĕн пуласлăх. Эпир ача-пăча телейлĕ те сывă ҫитĕнтĕр, вĕренме тата пултарулăха аталантарма пĕтĕмпех пултăр, лайăх ҫынсем ӳсчĕр тесе пĕтĕмпех тăватпăр. Эпир хамăр пуҫарнă ĕҫсене малалла та туса пыма тăрăшăпăр.  РФ Президенчĕн пуҫарăвне Ачалăх вунă ҫуллăхне тĕпе хурса тата та анлăрах мероприятисем йĕркелесе ирттерме палăртăпăр.  Ачасен кулленех аталанса пымалла, пирĕн вара вĕсене валли хăтлă условисем туса пама тăрăшмалла», - ҫирĕппĕн каланă Олег Николаев.     

Чăваш Республикин Спорт министерствинче регионта спорта аталантарассипе сахал мар ĕҫ пурнăҫланине ăнлантарса панă. Сусăр ачасем ыттисем пекех спортра вăй илсе пысăк кăтартусем патне ҫитччĕр тесе, Ҫĕнĕ Шупашкарта 2-мĕш №-лĕ спорт шкулĕнче, ҫăмăл атлетикăпа 35 сусăр кулленех хăйсен ăсталăхне туптаса пырать, вĕсенчен саккăрăшĕ  ачасем.  

Раҫҫей Паралимп комитечĕн аппарат ертӳҫин ҫумĕ, сусăрсемпе ĕҫлекен Пĕтĕм Раҫҫейри  федераци спорчĕн  президенчĕ Андрей Строкин хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «Ҫăмăл атлетика енĕпе эпир Чăваш Республикинче пĕрре мар ăмăртусене ирттеретпĕр. Сĕтел ҫи теннисĕпе те сахал мар ăмăртусем пулнă. Пирĕншĕн регионăн паха опычĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ.   Халăх кунта хапăл тусах пухăнать, спортсменсене хавхалантарассишĕн тăрăшать. Паллă, эпир ытларах ҫав регионсенче ăмăртусене ирттерме палăртатпăр, ăҫта спортсменсем патне тимлĕх ытларах уйăраҫҫĕ.  Кун пек ăмăрусенче мала тухнисем пуласлăхра Раҫҫей чемпионачĕсене те хутшăнса малти вырăна тухасси тен куҫ кĕретех пулĕ», - тенĕ.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуҫлăхне Олег Николаева, Шупашкарта  сусăрсемпе  ҫăмăл атлетикăпа Раҫҫей чемпионатне ирттернĕ хыҫҫăн, йĕркелӳҫĕсем Тав ҫырăвне парса чысланă.  Спорт пулăмне ҫав тери пысăк шайра йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн мухтанă. 

   

Фото Максима Васильева



06 сентября 2022
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter