Чӑваш Енре хăш-пĕр шкулсене икӗ ҫулта юсав ĕҫĕсене туса пĕтерме палăртнисене графикран чылай маларах пурнăҫласа пыраҫҫĕ

 Вăрнарти Нурăс шкулне тĕпрен юсав ĕҫĕсене тăвасси графикран чылай маларах пулса пырать.  Калас пулсан, мĕнпур палăртса хунинчен 90 процентне пурнăҫланă та.  Йĕпреҫри 2-мĕш №-лĕ шкулпа Ҫĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче юсав ĕҫĕсене 50 процента ҫити туса ҫитернĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев 2022-2023 ҫулсенче икĕ ҫуллăха пăхса хăварнă юсав ĕҫĕсем пирки, шкулсене модернизацилесе пырас ыйтупа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Вĕренӳ тытăмĕнче пуласлăхра пысăк мероприятисем палăртса хунă,   чылай шкула модернизацилеме плана кĕртнĕ.  «Федераци хыснинчен сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать.  Паллă, ку пулăшупа вĕренӳ пайĕнчи учрежденийĕсене кăна юсаса ҫĕнетмелле мар, паянхи пурнăҫ таппи ыйтакан ĕҫсене те туса пымалла, пурлăхпа техника базине те пуянлатсах пыни вырăнлă.  Халăх пурăнакан вырăнсенче вĕренӳ центрĕсем йĕркеленсе пырасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать, уйрăмах пĕчĕк ялсенче», - каланă регион Пуҫлăхĕ.  Региона куҫарса паракан укҫа-тенкĕпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курса пыма тăрăшмаллине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Мĕнпур ĕҫсен малтанхи тапхăрĕсенчех ҫивĕч тĕрĕслевсем пулмалла, йĕркесĕрлĕхе хуҫалантарма памалла мар. Енчен те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас пулсан, ҫийĕнчех явап тыттармаллине та асăннă регион Пуҫлăхĕ.   

2022-2023 ҫулсенче Чăваш Республикиннчи шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене туса пыма 2,7 млрд тенкĕ уйăрнă, вăл укҫапа 31 шкула ҫĕнетме плана кĕртнĕ. Пĕтĕмпе республикăри  17 муниципалитетри вĕренӳ объекчĕсем тĕпрен ҫĕнелсе пырĕҫ.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче плана кĕртнĕ шкулсене, тĕпрен юсама икĕ ҫуллăха палăртнă ĕҫсене 2023 ҫулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне строительство ĕҫĕсене вĕҫне-хĕрне ҫитермеллине пĕлтернĕ.  Пур хăш-пĕр объектсенче 20 процентран пуҫласа 80 процента яхăн строительство ĕҫĕсене те пурнăҫланă имĕш.

Чăваш Ен Прокуратуринче тăрăшакансем авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне мĕнпур объектсенчи строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕпе графикĕсене епле пурнăҫласа пынине ҫирĕп тĕрĕслев ирттерессине вĕҫлесе пыма палăртнă.  Объектсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене тăвассинче енчен те йĕрке пăснине тупса палăртас пулсан, туххăмрах явап тыттарасси те пулассине хыпарлаҫҫĕ специалистсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Шупашкарти 7-мĕш, 23-мĕш, 38-мĕш №-лĕ шкулсенче юсав ĕҫĕсене юса пурнăҫланине каланă.  Объекта пурнăҫа кĕртекенĕ «Глобалстрой» тулли мар яваплă общество. Палăртса хунă ĕҫсенчен пурĕ те 9-14 процент ҫеҫ пурнăҫланине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Палăртнă виҫĕ шкул пирки ыйтăва  тепĕр хут тĕплĕнрех сӳтсе явăпăр, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕ валли плана кĕртнĕ канашлăва кĕтсе тăмăпăр,  «Глобалстрой» кашни кун мĕнпур объекчĕсенче енчен те ҫĕршер ҫын ĕҫлеме кăлармасть пулсан.  Енчен те подрядчик  яваплăха туйса пурнăҫламасан, килĕшĕве тен пăрахăҫлама та тивĕ», - тесе каланă Олег Николаев. Сăмах май, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин асăрхаттарнине, шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене тăвассинче  ҫирĕп графика пăхăнса ĕҫлемеллине  тепĕр хут палăртнă.     

Сивĕ кунсем ҫывхарса киличчен палăртнă ĕҫсене туса пĕтермелле.  «Пирĕн вăраха тăсса ĕҫлеме вăхăт ҫук. Ĕҫсене уйăха тăсса яма юрамасть. Эрне кун валли тĕплĕ тишкерӳ тумалла, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене уҫăмлатмалла, ҫирĕп мерăсене туххăмрах йышăнса хăвармалла», - тенĕ вăл.

Шкулсене тĕпрен юсассине район администрацийĕсен пуҫлăхĕсене Чăваш Енĕн Строительство министерствипе пĕрле республикăри пĕрлехи заказчиксен службине явăҫтарса кулленех тĕрĕслевсем туса пымаллине те тепĕр хут асăрхаттарса каланă регион Пуҫлăхĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратнă объектсенче Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствипе Чăваш Рспубликин Строительство министерствин прокуратура ĕҫченĕсене явăҫтарса тăтăшах ĕҫлĕ канашлусем ирттерсе пыма  сĕннĕ  регион Пуҫлăхĕ.   Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пулмалла мар, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланмалла, графика пăхăнса подрядчиксен хăйсене шанса панă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыма пĕлмелл пĕтĕмлетсе  каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.      

 



07 сентября 2022
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter