Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Профсоюз организацийӗсен ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Профсоюз организацийӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата

профсоюз юхӑмӗн ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Профсоюз ӗҫ коллективӗпе ертӳлӗхе ҫыхӑнтарса тӑракан чи пӗлтерӗшлӗ сыпӑк пулса тӑрать. Вун-вун ҫул хушши профсоюз организацийӗсен хастарӗсем ӗҫ коллективӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, ӗҫ ҫыннин интересӗсене тивӗҫлипе хӳтӗлеҫҫӗ, социаллӑ гарантисене пӑхӑннине тата вӗсемпе тивӗҫтернине асӑрхаса тӑраҫҫӗ.

Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗрӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри регион экономикин вӑй-хӑватне ҫирӗплетесси, ӗҫ рынокӗн инфратытӑмне аталантарасси, халӑха ӗҫпе ҫирӗппӗн тивӗҫтерсе тӑрасси шутланать. Экономикӑн чӑн секторӗ валли професси кадрӗсем хатӗрлесси, ӗҫ профессийӗсен сумне ӳстересси, ҫамрӑксен хушшинче професси суйласа илме пулӑшакан мероприятисем ирттересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр.

Сирӗн лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланса хак паракан шухӑш-кӑмӑлӑр тата тытӑмлӑн туса пыракан ӗҫӗр малашне те регионӑн мала иртмелли стратегине тухӑҫлӑн пурнӑҫлама тата ентешӗмӗрсен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире идейӑсене чунтан парӑннӑшӑн тата мӗнпур ӗҫ ҫыннин прависене пӑхӑнассине тивӗҫтерекен пӗрлехи ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                            Олег Николаев



07 сентября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter