Çăмăл атлетика уявĕ

Мечĕк ывăтасси, инçерех сикесси, хăвăртрах чупасси. Чăваш Енре çăмăл атлетика енĕпе ачасемпе çамрăксен пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Тупăшăва 12 регионти сывлăх енчен хавшак ачасем хутшăнаççĕ. Чăваш Ен чысне 10 атлет хӳтĕлет. Ăмăрту Шупашкарти «Олимпийский» стадионра иртет.

Чул хула облаçĕнчен çитнĕ Иван Мясников Чăваш Енре пĕрремĕш хут. Çĕршыв шайĕнчи ăмăртăва та вăл унчен хутшăнман. 100 метра чупса арçын ача тӳрех çĕнтерӳçĕ ята тивĕçрĕ. Ыран Иван 200 тата 400 метр чупма палăртать. Спорт уявĕ икĕ куна пырать. Ку вăхăтра медальсен 80 пуххине выляттарĕç.

 «Раççей ăмăртăвĕсене йышăнма Чăваш Еншĕн пысăк чыс», – терĕ республика ертӳçи Олег Николаев. Сывлăх енчен хавшак яш-кĕрĕме аталанма регионта майсем çителĕклине палăртрĕ вăл. Çулталăк вĕçĕччен тата тепĕр çичĕ тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттерме палăртнă. Вăл шутра бочча, пауэрлифтинг, бадминтон тата ытти те.

Тепленрех ...

 



НТРК
07 сентября 2022
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter