«Пĕлĕве ыттисене пар»

Республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче «Пĕлĕве ыттисене пар» ятпа уçă уроксем иртеççĕ. Пĕтĕм Раççейри çутĕç акцине пултруллă ентешсем – хăйсен пĕлĕвне ыттисене пама пултаракан çынсем хутшăнаççĕ. Шупашкарти Олимп резервĕн училищинче вĕренекенсемпе Чăваш Ен спорт министрĕ Василий Петров тĕл пулчĕ.

Чăн-чăн спортсменăн мĕнле пулмалла, спортра пысăк çитĕнӳ тума мĕн пулăшать, регионти спорт тытăмĕ мĕнле аталанать? Каччăсемпе хĕрсем сумлă хăнана хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç. Cпорт министрĕ кашни ыйтăва туллин хуравлама тăрăшрĕ.

НИКИТА СОЛИН: «Вăл пире кирлĕ япаласем, ăслă сăмахсем каларĕ. Эпир ыйтусем патăмăр. Пире вăл питĕ килĕшрĕ. Эпир пĕлмен япаласене, çĕнĕ япаласене пĕлтĕмĕр. Спортпа туслă пулас тесен çирĕп тăмалла, ĕçчен пулмалла, ăна юратмалла».

КРИСТИНА ТИМОФЕЕВА: «Уçă урокра Василий Владимирович пирки, вăл спортпа тусли пирки пĕлтĕмĕр. Спортшăн вăл нумай тăрăшать. Нумай комплекссем тума тăрăшать. Училищине çĕнĕрен конструктировать тăвасшăн. Ытти спорт залĕсем тăвасшăн. Питĕ хавхалантарчĕ. Спорта пăрахмалла мар. Темиçе çула çитсен те спортпа пĕрле туслă пулмалла».

«Пĕлĕве ыттисене пар» çутĕç акцийĕ авăн уйăхĕн 9-мĕшĕччен пырать. Вăл Раççейĕн наукăпа аслă пĕлӳ тата çутĕç министерствисем, çĕршывăн «Пĕлӳ» обществи пулăшнипе иртет. Çак кунсенче шкул ачисемпе студентсем патшалăх тытăмĕн ĕçченĕсемпе, общество хастарĕсемпе, ăсчахсемпе, усламçăсемпе, пултарулăх çыннисемпе, спортсменсемпе тĕл пулĕç. Пысăк çитĕнӳ тунăскерсем ăнăçу вăрттăнлăхĕпе çамрăк ăрăва паллаштарĕç. Хăйсем пек хастар пулма вĕрентĕç. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин 



НТРК
07 сентября 2022
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter