Чăваш Республикинче Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвне Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă

Чăваш Республикинче Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвне Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă

Чăваш Республикинче Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче кун пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Кулленех ҫăхавсем ҫыракансем, патшалăх программине, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшманни куҫ кĕретех.  Вĕсем конкурссенче те ячĕшĕн кăна хутшăнса, хăйсене кирлĕ пек меллĕ  та лайăх ĕҫсем тăвассишĕн кăна тăрăшаҫҫĕ»,  – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Вăл бюджет укçипе тĕллевлĕ усă курма кирлине кăна мар, коррупцин кирек епле палăрăмне те пĕр шелсĕр сирмеллине çирĕплетнĕ.

«Калас пулсан, ҫăхав ҫыракансен йышĕ чакни сисĕнет.  Пур-ха ҫавăн пек фактсем, вĕсене пула хăш-пĕр чăрмавсем те сиксе тухаҫҫĕ, объектсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пыма чараҫҫĕ», – тенĕ вăл.  Комиссийĕн пайташĕсене пĕрлехи плана хатĕрлеме, ку енĕпе ĕҫсене йĕркене кĕртсе пыма чĕнсе каланă.

Патшалăх тата муниципалитет службин сферинче саккунсене пăхăнассине, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче коррупцирен сыхланассине тивĕçтерес ĕçе ятарлă çирĕплетнĕ планпа килĕшӳллĕн пурнăçласа пыраҫҫĕ.

Пĕтĕмĕшле ҫăхав ҫыракансен йышĕ икĕ хут та чакнă.  Ҫав вăхăтрах муниципалитетсем валли ирттерекен туянусемпе сахал мар ҫăхав килсе тăрать. Кăтарту 3,6 хут нумайланнă.  Централизациленĕ майпа туяну ĕҫне йĕркелени хăш-пĕр кăлтăксем пулассинчен пăрать. Апла пулсан, ҫакнашкал ĕҫе пуҫарса ян питĕ вырăнлă пулса тухать тенĕ Пуҫлăх.   Контрактсен тытăмне аталантарса вăй илтерсе пыни – коррупци тĕслĕхĕсем сахалтарах пулччăр тесе юлашки ҫулсенче ҫак ĕҫсене пуҫарса янă.   

Патшалăхăн централизациленĕ суту-илĕвĕнче туянмашкăн электрон мелĕпе уçă аукционсем йĕркелени паха. Кун пек чухне коррупци сĕмĕ сисĕнсех каймасть, перекечĕ вара куç умĕнчех.

«Туянусем пĕтĕмпех уҫăмлă пулччăр тесе, сахал мар пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем туса ирттернĕ.  Чылай хыпар пухнă.  Тухăҫлă ĕҫлесе пыма, туххăмрах ҫитемлĕхсене пĕтерме, ҫĕнисене пурнăҫа кĕртсе пыма майсем туса панă», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Граждансен коррупцие хирĕç шухăшлавĕ лайăх еннелле улшăнса пырать теме юрать. Коррупци пурнăçра кирлĕ пулăм тесе шухăшлакан çынсен шучĕ чакса пыни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  

Коррупцие хирĕç ĕçĕн ытти енĕ те пур. Çӳлерех асăннисемсĕр пуçне - саккассем вырнаçтарассине, патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курассине, бюджет, çĕр, вăрман çинчен калакан саккунсене пурнăçланине сăнаса тăрасси. Коррупципе кĕрешесси пысăк яваплăхпа çыхăннине кура çак ĕçе право хуралĕнче вăй хуракан чи опытлă, тӳрĕ кăмăллă, принциплă ĕçченĕсем те сахал мар пулăшса пыраҫҫĕ.

Регионти центр кăҫал ҫур ҫул хушшинче пурĕ 6,6 пин туяну ĕҫне йĕркеленĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 22,9 млрд тенкĕпе танлашать.  Бюджет тухăҫлăхĕ те ҫук мар, кăтарту пĕр млрд. тенкĕне ҫитнĕ.  Туянакан тавар калăпăшĕ ӳснĕ май курттăм хак палăрмаллах чакать. Çапла майпа перекетленет те ĕнтĕ патшалăх укçи.  Бюджет укҫи-тенки те перекетленни куҫ кĕретех, пысăк кăтартусем 200,6 млн ҫакнах ҫирĕплетет.



08 сентября 2022
11:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter