Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Финанс сферин ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Финанс сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствине йӗркеленӗ кунранпа 220 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!

Финанс служби – калама та ҫук пысӑк ӗҫ. Экономика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗп шайри ҫулсенче те финансист пулма пӗрре те ансат мар тата ҫакӑн валли пысӑк яваплӑх кирлӗ, тӗнче шайӗнче питӗ хӑвӑрт пулса иртекен улшӑнусен вӑхӑтӗнче вара финанс менеджменчӗн пахалӑхӗ енӗпе палӑртакан требованисем палӑрмаллах вӑйланаҫҫӗ. Ҫынсен тулӑх пурнӑҫӗ тата унӑн пахалӑхӗ, патшалӑх социаллӑ тивӗҫсене пурнӑҫласси, экономика ӳсӗмӗпе унӑн уйрӑм отраслӗсем, Чӑваш Республикин аталанӑвӗ валли ҫирӗп никӗс йӗркелесси шӑпах ҫакӑнтан килет.

Эсир тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӑрӑшса ӗҫленине пула республика бюджечӗ шайлашуллӑ та ҫирӗп, унӑн тӗп кӑтартӑвӗсем кал-кал аталанӑва шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, чи малтан татса памалли тӑкак тивӗҫӗсем тулли калӑпӑшпа пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫакӑ Раҫҫей Федерацине килӗштермен ҫӗршывсем ӑна халиччен пулман санкцисемпе пусарнӑ  лару-тӑрура пулса иртет.

Чӑваш Ен финансисчӗсем ачасемпе ҫамрӑксене, регионти пӗтӗм ҫынна финанс пӗлӗвӗ памалли программӑсене Раҫҫейре малтисем пулса пурнӑҫлама тытӑннине тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп. Ҫемье бюджетне тӗплӗн тытса пыма пултарни, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курма тата ултавҫӑсенчен хӳтӗленме пӗлни – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхне тивӗҫтермелли витӗмлӗ мел.

Хӑйӗн пурнӑҫне финанс ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗплӗх, тулӑх пурнӑҫ, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, телей тата пӗтӗм лайӑххине сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              Олег Николаев



08 сентября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter