Мускавра финанс форумĕ иртнĕ

Раççейĕн хăйĕн çине шанса пурăнмалла. «Ун чухне кăна укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен никама та пăхăнмалла пулмĕ», – терĕ çĕршыври финанс министрĕ Антон Силуанов Мускаври финанс форумĕнче. Вăл кăçалхипе 6-мĕш хут иртет. Унта Чăваш Ен ушкăнĕ те хутшăнчĕ.

 Алă тăсса пулăшу ыйтса çӳриччен хамăрăн ирĕклĕхе вăйлатмалла. Ку çарпа флот пекех питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Çавăнпа та финанспа бюджет политики шайлашуллă пулмалла», – терĕç Мускаври финанс форумĕн пленарлă ларăвĕнче. 2012-мĕш çултанпа предприятисем ятарлă ушкăна пĕрлешсе налуксене тӳлеме тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курнă. Çитес çултан çакна пĕтерме палăртаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе кăçалхи авăн уйăхĕн тĕлне пĕр миллиард тенке яхăн налук хыснана кĕнине палăртрĕ. Çак меле пăрахăçласан, бюджета укçа сахалрах кĕме пуçласси паллă, çавăнпа та пухса çитереймен тупăша саплаштармалли майсем шырамалли çинчен каларĕ.

Тĕплĕнрех...



НТРК
08 сентября 2022
18:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter