Олег Николаев регионсен бюджечĕсенчен кĕскелекен тупăша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ

Бюджетсем хушшинчи хутшăнусем, ҫĕнĕ чĕнӳсем темăсемпе Мускавра финанс тытăмĕнче тăрăшакансен сессийĕ иртнĕ. Асăннă темăсене палăртнă мероприятинче анлăн сӳтсе явнă.    

2012-мĕш çултанпа предприятисем ятарлă ушкăна пĕрлешсе налуксене тӳлеме тĕрлĕ çăмăллăхпа усă курнă. Çитес çултан çакна пĕтерме палăртаççĕ.    

Анчах та, 2023 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа КГН институчĕн ĕҫĕ прахăҫланать.  Кун пек чухне бюджет тупăшне пурнăҫлас ĕҫре кăштах ҫитменлĕхсем  пулма пултарĕҫ.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче 2022 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  Чăваш Республикин республика бюджетне КГН кĕнĕ налуксен калăпăшĕ 1 млрд тенкĕпе танлашнине, мĕнпур асăннă налук виҫинчен 14 процент пулнине асăннă. «Ку пĕтĕмпе пĕр миллиард тенкĕ.  Паллă, ҫав тери пысăк укҫа Чăваш Республикишĕн.  Ҫакнашкал тĕрев хамăр ҫине илнĕ мĕнпур палăртса хунă социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама май парать», – тенĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Çак меле пăрахăçласан, бюджета укçа сахалрах кĕме пуçласси паллă, çавăнпа та пухса çитереймен тупăша саплаштармалли майсем шырамалли çинчен каланă канашлура. 

Организацисен тупăшĕсенчен пухăнакан налук Чăваш Республикин республика бюджетне 2019 ҫулта 628 млн тенкĕ пуҫтарăннă, 2020 ҫулта – 269,7 млн тенкĕ, 2021 ҫулта – 575,5 млн, кăҫал вара авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 990,4 млн тенкĕ пухăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев налукран пухăнакан хушма укҫа-тенкĕ юлашки ҫулсенче республикăна социаллă тата экономика тĕлĕшĕнчен аталантарма май паракан харпăр хăй программине пула чылай кĕнине  асăннă.   «Мĕнпур потенциала пĕтĕмпех пĕтермелле мар.  Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче пухнă паха ĕҫ опытне упрама тăрăшмалла.  Кашни региона тĕплĕн пăхса тухса, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма майсем туса пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫитес цикл валли пăхса хăварнă бюджет пирки те сăмахланă.  «Пирĕн тĕп приоритет, хамăрăн ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырасси.  Кунта эпир шăпах та, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшатпăр та.  Уйрăмах, ҫемйесене тĕрев парасси.   Ку тĕлĕшпе курăмлă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ казначейство принципĕ питĕ вырăнлă, кашни ҫын ҫăмăллăхсене туйса пурăнтăр.  Калăпăр, мĕнпур ĕҫсене май пур таран цифра ҫине куҫарса пыни те ҫакнах ҫирĕплетет.  Халăхшăн кирлĕ паха сервиссене йĕркелесе яни те лайăх», – тенĕ Олег Николаев.   

Пулас бюджетăн тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри ытларах та ытларах инвестици явăҫтарасси.  Раҫҫей Президенчĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, инфратытăм бюджет кредитне явăҫтарма регион валли  пысăк майсем уҫăлаҫҫĕ.  Промышленноҫ  кредитне тивĕҫме та питĕ аван.  Ку тĕлĕшпе региона укҫа-тенкĕ явăҫтарма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ, ăна ҫитес вăхăтсенчех пуҫарса ярасси те куҫ кĕретех.  Ҫĕнĕлĕхсем инвестици процессĕн ĕҫне витĕм кӳрессине те палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Инфратытăм бюджет кредичĕсене виҫĕ направленипе тăкакланма палăртнă. Вĕсем: инженери коммуникацийĕсем, ҫул-йĕрсем, социаллă объектсем.  Индустри паркĕсенче, технопарксенче, инфратытăма хута яма тăкакланасси те куҫ кĕретех. Тепĕр направлени – коммуналлă хуҫалăх тытăмне тĕпрен модернизацилесе пырасси ыйту.   

«Ҫитес икĕ  ҫул хушшинче коммуналлă хуҫалăх тытăмне тĕпрен модернизацилесе пĕтерме плана кĕртнĕ. Графикпа килĕшӳллĕн чи малтан: Ҫĕмĕрле, Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрринче ĕҫсене туса пырĕҫ. Пĕчĕк хуласенче уйрăмах ыйту ҫивĕч тăрать.  Асăннă территорисенче инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси те тĕп ыйтусемех  пулса тăраҫҫĕ», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Панельнăй сессийĕнче ĕҫре пысăк кăтартусемпе палăрнисене патшалăх наградисене Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствин Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Леонид Горнин парса чысланă.  Чăваш Республикин Финанс министерствин ушкăнне Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствин Хисеп грамотипе хавхалантарнă, хăйсен тивĕҫне пысăк професси шайĕнче пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, РФ Финанс министерствине 220 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă.                

 



08 сентября 2022
18:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter