Республикăн Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче

Республикăн Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссийĕн ларăвĕнче паян ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Курьянов пайта тума тăрăшакансем чееленнĕ тĕслĕхсем тавра сăмах пуçарчĕ.

Саккунпа килĕшӳллĕн патшалăхăн тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туяннă чухне 600 пин тенкĕрен йӳнĕрех тĕслĕхсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк мар — Финмин кăна тĕрĕслет. Çавăнпа ШĔМ тĕрĕслевĕнчен пăрăнмалли çул тупнă: пысăк саккассене вакласа йӳнетеççĕ — ыйту та çук. Вăл икĕ шкул тĕлĕшпе 20 миллион тенке çапла пайланине палăртрĕ — 590 пин тенкĕлĕх вун-вун документ хатĕрленĕ. Çав шутра материалсен хакĕсене чăннинчен темиçе хут пысăклатса кăтартакан тӳлев шучĕсем те пур.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертӳçи Александр Полтинин Вăрмар районĕнчи шкул стени йăтăнса аннă тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнине, пĕлтĕр республика Пуçлăхĕ Вĕрентӳ министерствине авари пулма пултаракан шкулсене шута илме хушнине аса илтерчĕ. Совет саманинче хуçалăх мелĕпе çĕкленĕ май çавнашкал аварисем пулма пултаракан вĕренӳ çурчĕсем республикăра татах пур. Анчах тĕрĕслев ĕçне Вĕрентӳ министерствин ĕçченĕсене шанни, ун шучĕпе, вырăнсăр — «вĕсен ку енĕпе тивĕçлĕ пĕлӳ те, опыт та çук».

Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин та унпа килĕшрĕ. Унччен юсав ĕçĕсене тĕрĕслесе тăрассине те шкулсен директорĕсене шаннă — вĕсен ку енĕпе, чăнах та, квалификаци çук. Çавăнпа халь Пĕрлехи саккасçă службипе ĕçлеççĕ — унăн специалисчĕсем çитменлĕхсене куçран вĕçертмĕç.

Авари пулма пултаракан шкулсем тенĕрен, Олег Николаев каланă тăрăх, вĕсене шута илнĕ — унашкаллисем республикăра çиччĕ. Хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннă, вĕсенчи юсав ĕçĕсем — вăхăт ыйтăвĕ. Канашлури калаçăва пĕтĕмлетнĕ май вара вăл шкулсенчи юсав ĕçĕсем кăçал пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах пулнине палăртрĕ. Çитес çул та пысăк ĕç пурнăçлама тивĕ. Çавна май Раççей Президенчĕ çак кунсенче тӳрĕ кăмăллă мар подрядчиксем валли ку ĕçре вырăн пулмалла марри çинчен каланине аса илтерчĕ — республика ертӳлĕхĕ енчен тимлĕх пысăк пулĕ.

Аукционсене хутшăнакансене тĕплĕ тĕрĕслеççĕ — вĕсен ĕç опычĕ пуррине тишкерни таранах. Тĕрĕслев инструменчĕсем те анлăлансах пыраççĕ. Çак тимлĕх кăçал кăна регион тулашĕнчи тӳрĕ кăмăллă мар çичĕ подрядчике кунти контрактсене илессинчен пăрма май панă. Çав вăхăтрах Олег Алексеевич бизнеса сăлтавсăр хĕстерме юраманнине шута илмеллине те палăртрĕ — предпринимательсен хастарлăхĕпе пуçарулăхне хавхвалантармалла, пулăшса пымалла. Эппин, патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянас тĕлĕшпе те шайлашу пулмалла. Ку вĕрентӳ организацийĕсенчи юсав ĕçĕсене те пырса тивет: подрядчиксене контрактсене пурнăçлаймалла мар условисене кĕртсе ӳкерме юрамасть. Çакна тĕпе хурсах, сăмахран, тĕрлĕ сăлтава шута илсе уйрăм контрактсем валли хушма укçа уйăрнă — çакă объектсене вăхăтра хута яма пулăшĕ.

www.hypar.ru



Хыпар
08 сентября 2022
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter