Шупашкар агломерацийӗнчи халӑха транспорт пулӑшӑвне йӗркелемелли майсене пăхса тухса килĕшнĕ

Шупашкар агломерацийӗнчи халӑха транспорт пулӑшӑвне йӗркелемелли майсене  пăхса тухса килĕшнĕ

Улшӑнусене тапхăр-тапхăррăн пурнăҫа кĕртсе пыма палăртаҫҫĕ. 2026 ҫулхи утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш тата Шупашкар районӗсен муниципалитет маршручӗсем ҫине ҫӗнӗ тытăм витĕм кӳрĕ.  Ҫĕнĕ тытăм ҫине куҫас ĕҫе  100 процента ҫитерессине 2027 ҫул тӗлне вĕҫне-хĕрне тухма палăртнă.  Утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗрпӳ районӗ ҫĕнĕлĕхе хутшӑнма тытăнать.

"Икӗ эрне хушшинче "ҫул карттине" туса хатӗрлемелле. Ĕҫ хăвăрлăхне ӳстермелле, ҫитес ҫулта Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи икӗ маршрута хута яма тĕллев лартар. Эпир ҫак ӗҫе пуҫлатпӑр пулсан, улшӑну сисӗнмеллех пулмалла. Халӗ пирӗн тӗллев полномочисене кӗске вӑхӑтра  пайласа тухмалла – троллейбус управленийӗсене – республика шайӗнчи пӗрлехи организацие пӗрлештерсе ӗҫе пуҫарса ямалла", – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар агломерацийӗнчи халӑха транспорт пулӑшӑвне йӗркелемелли тытӑмри вариантсене пӑхса тухассипе йĕркеленĕ канашлура.

Улшӑнусем Чӑваш Республикин патшалӑх перевозчикне 2023 ҫулта туса хурассине тата ӗҫ пуҫламӑшне палӑртаҫҫӗ. Ӑна Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи муниципалитет троллейбус предприятийӗсене пӗрлештермелли ҫулпа йӗркеленĕ. Тен пуласлăхра ҫӗнӗ перевозчик федерацин общество транспортне ҫӗнетмелли программисене те хутшӑнма пултарĕ.

Республика Пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех муниципалитетсем хушшинчи троллейбус паркне ҫӗнетмелли "симӗс облигацисем" кӑларӑма муниципалитетсем хушшинчи троллейбус маршрутне уҫма Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар пӗлтернипе ӗҫлеме сĕнет, ҫавна май автономлӑ ҫул ҫинче электричество транспорчӗн 30 единици иртмелле. Пӗрремӗш маршрута 2023 ҫулта ҫуллахи тапхăрпа уҫма плана кĕртнĕ.

Унсӑр пуҫне Шупашкар агломерацийӗнчи халӑха транспорт пулӑшӑвне йӗркелемелли тӗллевлӗ системӑна маршрут сетьне оптимизацилеме, ҫавӑн пекех тӳлевсӗр куҫарса лартмалли (60-90 минут) тата уйӑхлӑх тӳлевсӗр ҫул билечӗсене кӗртекен тариф менюне ӗҫе кӗртме сӗнеҫҫӗ. Ҫавна пула Шупашкар агломерацийӗн маршрут сечӗ 146 маршрутран тӑрĕ.

"Экономика инфратытӑмӗн центрӗ" ООО ра палӑртнӑ тӑрӑх, тариф тытӑмӗнче тӗрӗсех мар: тӗрлӗ билетсем, виҫесӗр ҫӳрекенсен шучӗ валли ҫул билечӗсем ытларах, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫеҫ пур, вӗсен ӗҫӗ троллейбуссене ҫеҫ сарӑлать. Тӗрӗссипе каласан, хуласенче те, агломерацире те маршрут сечӗпе сарӑлакан пӗрлехи билетсем ҫук. Кунсӑр пуҫне, "ЦЭИ" ООО хаклавӗсем тӑрӑх, перевозчиксен пулӑшӑвӗн чылай пайӗ (пӗтӗм агломерацийӗн 23 проценчӗ) сăрă схемăпа пулса пырать, урӑхла каласан тӗрӗслевпе касса техники урлӑ иртмеҫҫӗ,  вĕсем налук базине йӗркелеме хутшӑнмаҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне,  сас-часах ҫул-йӗр правилисене пӑсаҫҫӗ, расписанисене пӑхӑнма пӑрахаҫҫӗ, турттарас ӗҫе пурнӑҫламалли тӑкаксене оптимизацилес тӗллевпе халӑхӑн регулярлӑ мар уйрӑм рейссĕсене те  пӑскаланине тĕл пулма пулать.

Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Ен  Транспорт министерстви Шупашкарти агломерацири халӑха транспорт пулӑшӑвне йӗркелемелли тытӑмӑн тӗллевлӗ модельне презентаци туса ирттернĕ. "Моделе Шупашкарти агломерацин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илсе туса пӗтернӗ. Халӗ ĕҫ хучĕ экономикӑн Аслӑ шкулӗнче экспертиза тухать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Раҫҫей Федерацийӗн транспорт Министерствин эксперт канашне тăратаҫҫĕ, унта вара ҫирӗплетсен, эпир ӑна йышӑнӑпӑр. "Ҫул карттипе" килӗшӳллӗн документа 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнмалла", –  тесе хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче  Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов.

 



08 сентября 2022
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter