"Чӑвашмультфильм" чӑвашла анимацильлĕ фильмӗсем кӑларма тытӑнĕ

"Чӑвашмультфильм" чӑвашла анимацильлĕ фильмӗсем кӑларма тытӑнĕ

Кун пирки  МИХсенче ĕҫлекен ҫамрăк ачасен пĕтĕм халăхсен хушшинчи фестивалĕпе «Атăлҫи тĕлпулусем»  киностудире  «Чувашмультфильм»  АНО председателĕ Тахир Мирджапаров, композитор , Раҫҫей искусствин тава тивĕҫлĕ деятелĕ, Раҫҫей Федерацийĕн композиторĕсен Союзĕн тата кинематографистсен  пайташĕ,  композитор, Раҫҫей искусствин тава тивĕҫлĕ деятелĕ  Григорий Гладков, «Мельница»  анимациллĕ кино студийĕ валли мультфильмсем ӳкерекен Олег Маркелов каланă.

 «Атăлҫи тăрăхĕнчи тĕлпулусем – питĕ пысăк калăпăшпа иртекен мероприяти.  Ача-пăча журналистики чăнласах та, анлă сарăлнă.  Ҫулсерен ачасем кунта паха ĕҫсемпе паллашаҫҫĕ. Хаҫатсем калăплаҫҫĕ, фильмсем ӳкереҫҫĕ,  передачăсем хатĕрлеҫҫĕ, сăн ӳкерчĕксене пухса вырнаҫтараҫҫĕ,  ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем хатĕрлеҫҫĕ», – тесе палăртнă республика Пуҫлăхĕ.   

Чăваш Енре пĕтĕм халăхсен хушшинчи фестиваль ҫурла уйăхĕн 8-мĕш кунĕнчен пуҫласа 12-мĕшĕччен иртет, мероприятине «Росинка» ФОЦ йĕркеленĕ.

Ҫакнашкал мероприятисене ирттерни – питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă Олег Николаев. «Журналист ĕҫĕпе кăсăкланакан ачасем, хăйсене кăтартса парайраҫҫĕ.  Ҫĕннине те туххăмрах вĕренеҫҫĕ.  Пуласлăх валли тĕрĕс ҫул-йĕр шыраса тупса лайăх пурнăҫ  патне ăнтăлайраҫҫĕ», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Мероприяти тĕрлĕ направленисемпе иртет. Шкул ачисемпе, ҫамрăксем хушшинче кăсăклă программа  пуласси те куҫ кĕретех.  Фестивале тĕпе хурса усă калаҫусем, мастер-классем тата ыттине те йĕркеленĕ. Чăваш Енри пĕчĕк хуласенче те пулса курĕҫ ҫамрăк яш-кĕрĕм.    Пĕр сăмахпа каласан, ачасене валли питĕ кăсăклă мероприяти хатĕрленĕ.   

«Ăнăҫу  формули» темипе, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  ҫамрăк журналистсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ, пуласлăх валли епле тĕллевсем лартмаллине, кĕтменлĕхсемпе, йывăрлăхсене те парăнтарма пĕлмеллине чĕнсе каланă.  Пысăк аудиторипе калаҫма вĕренесси пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пулса тăнине каланă вăл.      

Регион Пуҫлăхне «Солнцепек» медиаушкăн ри ачасем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене панă.  Чăваш  Енĕн  инклюзивлă вĕрентӳ пур е ҫукки пирки ыйтса пĕлнĕ регион Пуҫлăхĕнчен.  «Вăл пирĕн регионта пур»,  тесе хуравланă Олег Николаев.  Шкулсене модернизацилесе пынă майăн, спортра та мĕнпур сферăра ĕҫсене анлăлатса пыма шухăшланине те пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ.



09 сентября 2022
17:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter