Ултавсăр та саккунпа килĕшӳллĕн пулмалла

Патшалăх тата муниципалитетсем валли кирлĕ тавар туянасси, ĕçсем пурнăçласси – ултавсăр та саккунпа килĕшӳллĕн пулмалла. Ку енĕпе пурнăçлакан кашни тапхăра сăнаса тăма ятарласа йĕркеленĕ электронлă портал пулăшать. Çакă бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курассинчен хăтăлма май парать. Патшалăх туянăвĕсене уçăмлăрах тата тухăçлăрах тăвас ыйтăва коррупципе кĕрешес енĕпе йĕркеленĕ комисси ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Кăçалхи çур çулта патшалăхпа муниципалитетсем валли кирлĕ таварсем туянса, ĕçсем тутарса 23 миллиард тенкĕ пĕтернĕ. Пĕчĕк калăпăшлă туянусем туса хыснари укçа-тенке 10 процент перекетлеме пултарнă. Тĕп тĕллев – туяну тапхăрĕсен тухăçлăхне ӳстересси тата ултавçăсемпе кĕрешесси. Ку енĕпе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Коррупци патне илсе çитерме пултаракан пулăм – килĕшӳсем туни тата вĕсем мĕнле пурнăçланни çинчен информацие çитĕлĕксĕр кăтартни. Çавăнпа та тарифсемпе ĕçлекен патшалăх служби муниципалитетсем валли тавар туянассине малашне те пĕр тытăм урлă йĕркелесе пыма сĕнет. Çакнашкал майпа ĕçлени çăхавсен шутне те 2 хутчен чакарма май панă.

Тĕплĕнрех 



НТРК
09 сентября 2022
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter