Чӑваш Ен бюджечӗн харпăр хăй тупӑшӗн калӑпӑшӗ пуҫласа пӗрремӗш хут 50 миллиард тенкӗрен иртет

Чӑваш Ен бюджечӗн харпăр хăй тупӑшӗн калӑпӑшӗ  пуҫласа пӗрремӗш хут 50 миллиард тенкӗрен иртет

Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствине 220 ҫул ҫитнине халалласа ирттернĕ савăнăҫлă мероприятинче кун пирки паллă пулнă.  Ырă хыпара, Финансистсен кунĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ, вăлах палăртнă мероприятине уҫнă.    

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн сăмахĕнче: «2022 ҫулта республикăн харпăр хăй тупăшĕ 50 млрд тенкĕрен те ӳссе кайнă.  Республикăн консолидированнăй бюджечĕн тăкак пайĕ 100 млрд тенкĕ патне ҫывхарать», – тенĕ вăл.

«Пирĕн финанс органĕсем – Чăваш Республикин Финанс министерстви, муниципалитетсенчи финанс пайĕн управленийĕсем хăйсен умне лартнă мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыни куҫ кĕретех.  Паха ĕҫ опытне тĕпе хурса, пуласлăхри тĕллевсене туллин пурнăҫлассишĕн ырми-канми тăрăшни сисĕнет.  Паянхи куна калас пулсан, Чăваш Республикин Финанс министерствин команди пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пырать.  Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртме пикенет», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

"Эсир тӳрӗ кӑмӑлпа тата тӑрӑшса ӗҫленине пула республика бюджечӗ шайлашуллӑ та ҫирӗп, унӑн тӗп кӑтартӑвӗсем кал-кал аталанӑва шанчӑклӑн ҫирӗплетеҫҫӗ, чи малтан татса памалли тӑкак тивӗҫӗсем тулли калӑпӑшпа пурнӑҫланаҫҫӗ", - тенӗ вӑл. 

Цифрӑллӑ ҫӗнӗ технологисем кулленех ӗҫе кӗрсе пынӑран финанс пулӑшӑвӗн ҫӗнӗ тӗсӗсем хушӑнсах тӑракан условисенче, ултавҫӑсем вара ҫынсене улталамалли хивререх мелсем шутласа кӑлараҫҫӗ, республикӑра пурӑнакан кашни ҫын укҫа-тенкӗпе вырӑнлӑ та тухӑҫлӑ усӑ курма пӗлнине тивӗҫтерме кирли уйрӑмах ҫивӗччӗн палӑрать.

Олег Николаев паянхи куна илес пулсан, Чăваш Республикин бюджечĕ   шайлашуллă тесе хакланă.  Тĕп кăтартусемпе те ыттисемшĕн пирĕн республикăн ҫитĕнĕвĕсем тĕслĕхре тенĕ вăл сăмах малалла тăснă май.     Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурнăҫа кĕртессипе те хастар ĕҫлени паллă.  Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ вăй илсе пыни куҫ кĕретех.  Юлашки ҫулсенче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисем вăй илсе пыраҫҫĕ. Патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсене централизациленĕ майпа туса пыраҫҫĕ.  Тĕрĕслевпе шутлав органĕсен ĕҫне централизациленĕ.  Чăваш Енри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче бухгалтер ĕҫне те ҫĕнĕлле туса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Пĕр сăмахпа каласан, финанс пайĕнче ырă улшăнусем пулса иртни, пурне те ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хавхалантарса пыраҫҫĕ.

    Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн  пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков хăйĕн докладĕнче Чăваш Енĕн финанс тытăмĕнчи тĕп аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки каласа кăтартнă. Республикăри финанс тытăмĕ тухăҫлă тата ӳсĕмлĕ ĕҫлесе пынине РФ шайĕнче пĕрре мар ырă тĕслĕхпе палăртнине асăннă вăл.  Сăмах май, авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ финанс форумĕнче Чăваш Республикин Финанс минитерствине Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствин Хисеп грамотине парса чысланине те асăннă вăл. «Ку хаклав –  республикăри мĕнпур финансистсен ĕҫне пысăка хунине ҫирĕплетет. Пĕрлехи ĕҫ лайăх пулса пынине кăтартса парать», – тесе каланă пĕрремĕш вице-премьер. Финанс тытăмĕнче вăй хуракансене, сумлă ветерансене Раҫҫей  Федерацийĕн Патшалăх Думин финанс рынок ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков ăшшăн саламланă, пурне те пуласлăхра тата та лайăхрах кăтартусемпе палăрма вăй-хал суннă.  Саманан йывăр тапхăрĕнче, финанс пайĕнче тăрăшакансем ӳсĕмсемпе лайăх ĕҫлесе пыма пĕлнине каланă вăл.  Тарӑн пӗлӳллӗ те яваплӑ специалистсем пулнӑ май, Чӑваш Республикин патшалӑх финансне, предприятисемпе организацисен укҫи-тенкине вырӑнлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлеттернине каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева финансистсене саламланă май, Финанс министерствисен историйĕ ҫĕршыв, республика историйĕпе тӳр килсе тăнине асăннă. "Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн  тав тӑватӑп, сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, хастарлӑх, ҫемьере телейпе ырлӑх сунатӑп", - тенӗ вал.Паянхи пурнăҫ таппинче финанс пайĕнче вăй хуракансем хастар ĕҫлесе пынине те каланă депутат.

Чăваш Республикин Пашалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов финанс пайĕнче вăй хуракансене хăйсен тивĕҫне яваплăха туйса пурнăҫласа пынăшăн, халăхăн ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, малашне те ӳсĕмсемпе палăрма, республикăн аталанăвне вăй илтерсе  тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă. Граждансене валли бюджет конкурсĕнче мала тухнисене ертӳҫĕсем наградăсем парса хавхалантарнă. Хӑйӗн пурнӑҫне финанс ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна ҫирӗплӗх, тулӑх пурнӑҫ, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама, телей тата пӗтӗм лайӑххине суннă мероприятине пухăннă ертӳҫĕсем.

Асăнса хăваратпăр, палăртнă конкурса Чăваш Республикинче 2016-мĕш ҫултан пуҫласа ирттереҫҫĕ.  Ҫулсерен Чăваш Республикин Финанс министерстви чи ăста та пултаруллă специалистсене тупса палăртать.  Кăҫал конкурса Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерствине 220 ҫул ҫитнине палăртса йĕркеленĕ.



12 сентября 2022
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter