Чăваш Ен Пуҫлăхĕ юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче республикăра пурăнакансемпе "тӳрӗ эфира" тухать

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев   Ĕненӳпе шанӑҫ тата юрату кунӗнче «тӳрӗ эфир» ирттерме палăртнă,  ăна  ҫывхарса килекен Телейлӗ ачалӑх ҫулталăкне халалланă.

Уҫă калаҫура хăрушлăхсăр ачалăхпа тивĕҫтерессипе, ачасене республикӑра пур енлӗ аталанма пӗр тан майсем туса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене  сӳтсе явĕҫ, регионти ачалăх сферинчи пуҫарусемпе ăнăҫлă ĕҫсем ҫинче чарăнса тăрĕҫ. 

Республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталăкне ирттермелли плана туса хатĕрленĕ тапхăрта  граждансемпе организацисем хӑйсен пуҫарӑвӗсене унта кĕртме сӗнме пултараҫҫӗ. "Тĕп тӗллев – ҫынсемпе тӳрремӗнех уҫҫăн калаҫса  ҫулталăк валли туса хатĕрлекен пысăк плана кăсăклă тăвасси", –  тесе палӑртать Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Енчен те хăвăрăн  сĕнĕвĕрсемпе ыйтăвăрсене Пуҫлăха пĕлтерес тетĕр пулсан, палăртнă формăна тĕрĕс ҫырса тултармалла. "Тӳрӗ лини" вӑхӑтӗнче колл-центр ĕҫлет, унта шăнкăравласа тухмалли телефон номерĕ: 565-100

"Раҫҫей 24", Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанийӗнче тата "Чӑваш Республики" ушкӑнри социаллӑ сетьре ВКонтактра трансляцие эфирта 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 19 сехет те 30 минутчен пăхма май пулĕ. 

"Тӳрӗ лини"  кăларăм Чӑваш Республикин управленийӗн центрӗ пулӑшнипе иртӗ. ЦУР пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022 ҫулта Патшалӑх пулăшăвĕсем порталпа социаллă сетьсем урлă халăхран 31 пин ытла ыйту килсе ҫитнĕ,  вӗсенчен 5 пине яхӑн ыйтăвĕ вӗренӳ пайĕпе, сывлӑх сыхлавӗпе, ҫемьесемпе ачасене социаллӑ хӳтлӗхпе тивĕҫтерессипе  ҫыхăннă.

 



22 сентября 2022
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter