Олег Николаев Шупашкарти муниципаллă округӗн пӗрремӗш созыври депутачӗсен суйлавӗнче сасӑланӑ

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлхĕ Чăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн пӗрремӗш созыври депутачӗсен суйлавне хутшӑннӑ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн мăшăрĕпе Ҫĕктер поселокĕнчи 1705-мĕш №-лĕ суйлав участокĕнче граждан тивĕҫне пурнăҫланă.
«Сасăлав участокне яланах хаваслă кăмăл-туйăмпа каятăп. Суйлав республикăн пĕтĕмĕшле аталанăвне витĕм кӳрет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Муниципаллă округĕсенче эпир депутатсене суйлатпăр. Муниципалитетсенчи реформа ҫĕршыври мĕнпур регионсенче пĕлтерĕшлĕ пулса иртĕ. Паян эпир ăна Чăваш Енре туса ирттерĕпĕр. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр пĕлтерĕшлĕ ылмашусем пулса иртĕҫ пирĕн пурнăҫра. Кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма муниципалитетсенчи пĕрлешӳсенче пĕрлехи центрсем пулĕҫ. Пурте пĕрлехи яваплăха туйса хăйсен тивĕҫне пурнăҫласа пырасси те куҫ кĕретех. Икĕ пуҫлăх текен ăнлав хыҫа юлса пырать. Кирек-епле ыйтăва та вăраха тăсса ямасăрах татса пама май килĕ. Муниципаллă округсен пĕрлехи бюджечĕ пулать. Территоринчи йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама ҫителĕклĕ таран укҫа-текĕ те пуласси куҫ кĕретех пулĕ. Суйланнă депутатсен халăхпа тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тата та лайăхрах майсем пулĕҫ. Патшалăх программисене те хутшăнма аванрах пулĕ тата ытти те.
Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫитес вăхăтсенче депутатсене валли ятарлă вĕрентӳ пулассине те хыпарланă. «Ҫакнашкал ĕҫсене ӳлĕмрен те йĕркелесе пыма тăрăшăпăр», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă вăл. 19 муниципалитет округĕнче тин ҫеҫ суйланнă депутатсенчен депутатсен пухăвне йĕркелĕҫ, ытти ҫĕнĕлĕхсене те пурнăҫа кĕртсе хăварĕҫ. Пиллĕк муниципалитетра вакансисем уҫаҫҫĕ, ҫав шутран Чăваш Республикин тĕп хулинче те.