Сасăлав кăтартăвĕсем паллă, протоколсен ҫĕр процентне тишкернĕ хыççăн суйлав иртнĕ тесе йышăннă, унăн кăтартăвĕсем вăйра пулнине çирĕплетнĕ

Сасăлав кăтартăвĕсем паллă ĕнтĕ. Протоколсен 100% тишкернĕ хыççăн суйлав иртнĕ тесе йышăннă, унăн кăтартăвĕсем вăйра тесе çирĕплетнĕ, 384 сасăлав округĕнче суйлав пулнă теме юрать.  Етĕрне районĕнчи 20-мĕш №-лĕ суйлав округĕнче  пĕртен пĕр регистрациленнĕ кандидат кирлĕ пек чухлĕ сасă пухайман.  Ăна тĕпе хурса ҫĕнĕраен суйлав ирттерме плана кĕртнĕ.  Суйлав виҫĕ уйăх хушшинче иртмелле. Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсене пĕр сасăллă пулса алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Пĕр суйлав комиссийĕнче те иккĕленӳсем пулман, пĕтĕмпех саккунпа килĕшӳллĕн яваплăха туйса ĕҫе пурнăҫлани куҫ кĕретех.   

Пĕрлехи суйлав кунĕ иртрĕ, республика вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйларĕ. Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕрен йĕркеленĕ 19 муниципалитет округĕн пухăвĕсенче камсем пулассине тата пилĕк муниципалитет, çав шутра тĕп хула пухăвĕсенчи вакансисене камсем йышăнассине сасăласа татса пачĕç.

Кун пирки хыпара кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче иртекен ĕҫлĕ канашлура Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ.

«Суйлав яланах çĕршывăн обществăпа политика пурнăçĕнчи чи пысăк пулăмсен шутĕнче пулнă. Вырсарникун республикăри мĕн пур 780 суйлав участокĕ уçăлнă май вĕсенче Раççей Гимнĕ янăрани çак пулăма тата та пĕлтерĕшлĕрех, сумлăрах турĕ», – ырă пĕлтерĕве каланă Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ.

Аса илтеретĕр, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăра пурăнакансем тин ҫеҫ йĕркеленнĕ  19 муниципаллă округра депутатсемшĕн сасăланă. Сасăлава пĕтĕмпе 202 пин те 301 суйлавҫă хутшăннă. Калас пулсан вăл мĕнпур сайлавҫăсенчен 49,89 проценчĕ пулать.  

«Малтанласа палăртса хунă тăрăх, пĕтĕмлетӳсене ҫапларах тума пулать.  Суйлав уҫăмлă тата саккунсене пăхăнса иртнĕ.  Халăх суйлав епле иртнине сăнаса пытăр тесе, кашни участокра видео сăнавсем вырнаҫтарнă», - тесе пĕлтернĕ Геннадий Федоров.  Сăмах май, мĕнпур участоксенче те йĕрке хуҫаланнине пĕлтернĕ вăл.  Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйлава ирттерме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Мĕн пур участокра общество сăнавçисем, пĕтĕмпе 1,7 пин çын, пулнă – Общество канашĕнчен, партисенчен тата кандидатсен хăйсен. Пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă, пурин валли те пĕр тан условисем пулнă.

Мероприятисенче хăрушсăрлăх теми те малти вырăна тухса тăнă. Ку тĕлĕшпе право хуралĕнче вăй хуркансем суйлав участокĕсенче йĕрке хуҫалантăр тесе сыхă тăнă.  Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров хăйĕн сăмахĕнче суйлав вăхăтĕнче право хуралĕнче тăрăшакансенчен пĕр йыту та пулманнине пĕлтернĕ, мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланнă тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă.

Палăртса хăвармалла, усал амак чирĕ пур-пĕрех тимлĕ пулма хистет. Ăна тĕпе хурса, профилактика ĕҫĕсене те йĕркелесе ирттернĕ суйлав вăхăтĕнче. Йĕркене пăсни, чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтерекен пĕр шăнкăрав та пулман. Санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхĕ енĕпе те мерăсем йышăннă: маскăсем, алăсене дезинфекцилесси, температура виçевĕ ­– туллин тивĕçтернĕ. Çапах нумай çĕрте конкуренци çивĕч пулнине те палăртмалла. Пĕр мандатшăн вăтамран виçĕ кандидат кĕрешнĕ.  Пурĕ 1243 кандидата шута илнĕ.  Тĕрлĕ сăлтавсене пула, 143-шне асăннă йышран кăларнă.  «Сăлтавĕсем паллă, тата вĕсем ҫитменнине тĕрлĕрен», – тесе сăмаха малалла тăснă Геннадий Федоров.

Суйлав комиссийĕсене вĕсен йышăнăвĕсем тĕлĕшпе 42 ыйту килнĕ: кандидата регистрацилеме хирĕçлени, вăхăт çитмесĕрех сасăлаттарни, суйлавçăсене сасăлав çинчен информаци паманни тата ытти пирки. Вĕсене пурне те тишкернĕ, çынсем сасăласа хăйсен кăмăлне пĕлтерессине витĕм кӳрекен тĕслĕхсем пулнине çирĕплетмен. Судсем 15 ĕçе тишкернĕ, мĕн пур тĕслĕхре тавăç требованийĕсене тивĕçтерме хирĕçленĕ. Пурĕ суйлавра 384 депутат суйланнă.  Вăл шутран: «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей»  – 333 мандат, Коммунистсен партийĕн – 4 мандат, «Тĕрĕс Раҫҫей – Тĕрĕслĕхшĕн» партин – 31 мандат, Либерал демократсен – пĕр мандат та пулман, Пенсионерсен партийĕ – 1 мандат, «Ҫĕнĕ ҫĕнсен» – пĕр ҫын та ҫук, «Симĕссисен» – пĕр ҫын та ҫук, хăйсем тĕллĕн  кандидата тăнă 15 ҫын депутата суйланнă.      



13 сентября 2022
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter