Шахмăтла выляссипе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ

Шупашкарта иккĕмĕш кун шахматла выляссипе Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсем иртеççĕ. Ăмăртусем авăн уйăхĕн 22-мĕшĕччен пыраççĕ. Ăна «Спорт – пурнăç йĕрки» наци проекчĕпе тата «Шахмат музейсенче» программăпа килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.

Раççей чемпионачĕсен суперфиналĕсене чăваш патшалăх филармонийĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Уява Раççей Федерацийĕн Думин депутачĕсем, паллă спортсменсем, тренерсемпе ачасем, Чăваш Ене килнĕ сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Юлашки çулсенче республикăра шахмăтла вылякансен йышĕ ӳсет. Çак кăсăклă вăййа ачасем 4 çултанах вĕренме пуçлаççĕ. Чăваш Енри шахмат федерацийĕ ăс-хакăл спортне ачасене явăçтарма нумай проект пуçарнă. Калăпăр, «Шкулсенче шахмат» ырă пуçару 3 пин ытла ачана пĕрлештерет. Спорт уявне уçнă май, республика пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енре ăмăрту ирттерме май килнĕшĕн Раççейĕн Шахмат федерацине тав сăмахĕ каларĕ. Ку регионшăн пысăк яваплăх пулине палăртрĕ. Ăс-хакăл вăййине аталантарма малашне майсем тата та ытларах пулĕç.

Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков каланă тăрăх, 2023-мĕш çулта Çĕнĕ Шупашкарта шахмат центрĕ уçăлмалла. Вăл тĕнче чемпионĕ Анатолий Карпов ячĕпе хисепленсе тăрĕ. Шахмат турнирĕ чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче иртет. Чемпион титулне çĕнсе илессишĕн çĕршыври чи вăйлă та паллă спортсменсем – 12 арçын тата 12 хĕрарăм тупăшаççĕ. Вĕсен йышĕнче тĕнче чемпионĕн тата Европа чемпионачĕн 6 хут çĕнтерӳçи Валентина Гунина, шахмăтла хăвăрт выляссипе тĕнче чемпионĕ Даниил Дубов, командăсен хушшинчи чемпионат çĕнтерӳçисем Евгений Томашевскийпе Владислав Артемьев. Вĕсене пĕлтĕрхи чемпионат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх суйласа илнĕ. Спортсменсем кам кампа тата мĕнле тĕслĕ шахмат кĕлеткипе выляссине палăртма шăпа ячĕç. Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ. Тĕнчипе паллă пианист, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Борис Березовский куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. 

Тепленех...



НТРК
12 сентября 2022
17:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter