Ачасем телейлĕ пулччăр
Çитес çул – Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ. 2023-мĕш çулта ачасен сывлăхне çирĕплетессине, социаллă пулăшупа тивĕçтерессине, вĕренме, пултарулăхне аталантарма, хушма пĕлӳ, спорт, физкультура инфратытăмне йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрĕç. Сăмах республикăри 230 000 яхăн ача пирки пырать. Чăваш Енре пурăнакансем вара Телейлĕ ачалăх çулталăкне мĕнле кураççĕ-ха? Çак ыйтăва уçăмлатма Шупашкар хулинчи урамсенче çынсемпе калаçрăмăр.
– Ачасем сывлăхлă пулччăр, телейлĕ пулччăр. Пирĕн пурнăç ачасенчен килет. Эпĕ ачасене питĕ юрататăп, ачасемпе ĕмĕрех ĕçленĕ. Мăнуксемшĕн тăрăшнă. Телейлĕ пулччăр, сывлăхлă пулччăр.
– Ачасене спортпа туслă пулма укçасăр, ытларах тӳлевсĕр спорт лапамĕсем уçмалла. Кружоксем ытларах пулччăр ачасем валли. Вĕсен кружоксене укçасăр çӳремелле пултăр. Спортивный шкулсенче те кăштах льгота памалла.
– Тепĕр çул ачалăх çулĕ пулнишĕн питĕ телейлĕ. Ман хамăн та виçĕ ача. Ачасене питĕ юрататăп. Вĕсемшĕн тăрăшмалла. Эпир хамăр Новоюжный районĕнче пурăнатпăр. Пирĕн унта шкулсем çитмеççĕ. Иккĕмĕш сменăра ачасем вĕренеççĕ. «Солнечный» районта тепĕр шкул туса пама питĕ ыйтатпăр. Кĕтсе пурăнатпăр.