Чăваш Енре 2023 ҫулта 76 лифт юсаса ҫĕнетме плана кĕртнĕ

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă. 

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республикăра нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене туса ирттерме хушма тĕрев пама килĕшнĕ. Ҫуртсене анчах юса ҫĕнетмелле мар, лифтсене те улăштармалла, кирлĕ пулсан тĕпрен модернизацилесе пыма тăрăшмалла. Кун пирки тепĕр хут палăртса каланă паянхи ларура.  

«Пĕтĕмпе ҫитес ҫул валли лифтсене ҫĕнетсе улăштарма 130 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Малтанласа тĕпрен юсав ĕҫĕсем тăвакан республика фончĕн укҫи-тенкипе пурĕ те 11 лифт ҫеҫ юсанă пулнă.  Ҫитес ҫул валли кăтартăва ӳстерме плана кĕртнĕ, 65 лифт юсама палăртса хунă», - тесе каланă Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Владимир Максимов.    

Паянхи ларура тепĕр ырă пуҫарăва та пăхса тухса тивĕҫлĕ йышăну туса хăварнă. Чăваш Республикин спортсменĕсемпе тренерĕсене патшалăх тĕревне памалли пирки калакан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне улшăну кĕртме килĕшнĕ.   Документа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвне тĕпе хурса  йĕркеленĕ.   «Пĕтĕм халăхсен хушшинче пулакан ăмăртусене ирттерессине пăрахăҫланă.  Вăл спортсменсене преми парса хавхалантарасси  йĕрке бюджетра пур-пĕрех тăрса юлнă.  Хамăр енчен эпир ҫапла тума сĕнесшĕн, енчен те пирĕн Раҫҫей шайĕнче иртекен тĕрлĕ ăмăртусенче спортсменсем ылттăн медальсем тивĕҫеҫҫĕ пулсан, вĕсене преми парса хавхалантарни питĕ паха пулнă пулĕччĕ», - тесе каланă хăй вăхăтĕнче кăштах маларах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров хăйĕн сăмахĕнче, ӳлĕмрен Чăваш Ен спортсменĕсем пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан ăмăртусенче мала тухаҫҫĕ пулсан, вĕсем премине  тивĕҫме пултарасса асăннă.  Олимп, Паралимп, Сурдолимп вăййисенче хисеплĕ вырăнсене ҫĕнсе илеҫҫĕ пулсан, вĕсем пĕр иккеленӳсĕрех премине илме пултарайраҫҫĕ тенĕ ведомство ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.    Вăтамран спортăн тĕсне тата унта ҫĕнсе илнĕ вырăна кура патшалăх енчен тĕрев пулĕ, 6 пинрен пуҫласа 12 пине яхăн укҫа-тенкĕ илейреҫҫĕ паллă та хастар спортсменсем.  Тренерсене те хавхалантарасси куҫ кĕретех. Енчен те спортсменсене преми параҫҫĕ пулсан, палăртакан укҫа виҫинчен 50 проценчĕ чухлĕ тренерсене пама килĕшнĕ.  Пĕтĕм Раҫҫейри ял спорт вăййисенче малти вырăна тухаҫҫĕ пулсан спортсменсем, вĕсене 1800 пуҫласа 3600  тенкĕ тӳлĕҫ: хисепе кура, тĕрев пуласси - паллă.

Ĕç вырăнĕсем тенĕрен, шăпах вĕсене упрасси Правительствăна система йĕркелекен организацисене компенсаци тӳлемелли тапхăра ултă уйăх таран тăсма хистенĕ. Унччен ку тапхăр виçĕ уйăх кăна пулнă. Çак укçапа организацисем ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур çынсем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме усă курĕç. 

Паянхи куна калас пулсан, регионта федераци пĕлтерĕшлĕ система тăвакан предприятисем 26 шутланаҫҫĕ.  «Промлит»  тулли мар яваплă общество  ҫĕнĕлĕхе хутшăнасси паллă.  Организацине вăхăтлăха ĕҫе вырнаҫнă, хăшĕсен ĕҫсĕр юласси пирки риск та пур. 2022 ҫулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 391 ҫынна ĕҫпе тивĕҫтернĕ.  «Республикăра лару-тăру тивĕҫлĕ шайра аталанса пырать.  Кун пирки никамăн та пăшăрханма кирлĕ  мар.  Ĕҫсĕр тăрса юлакансен шучĕ пур-пĕрех ҫав тери пысăках мар», - тесе каланă тепĕр хут ҫирĕплнтсе  Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова сăмаха малалла тăснă май.   Паян ларура кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн пайташĕсем.        



14 сентября 2022
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter