IT-специалистсен пуласлăхĕ пысăк

Чăваш Енре IT-тытăм валли çĕнĕ кадрсем хатĕрлес ыйтупа тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина Чăваш Енре çитес виçĕ çулта 3 пин IT-специалист кирлĕ пулассине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ыйтăва комплекслă татса пама тĕллев лартнă. Аслă шкулсенче тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме пултаракан инженерсене, IT-специалистсене хатĕрлеме хушнă. Социаллă сетьре çак ыйтăва халалласа тӳрĕ эфир иртрĕ.

Ачасене малашне шкул саккинченех программировани енĕпе тивĕçлĕ пĕлӳ парас тĕллевпе, кайран ĕçпе тивĕçтерме ятарлă классем уçма палăртнă. Унтан аслă шкулсем пултаруллă çамрăксене хăйсем патне вĕренме илĕç. Программировани енĕпе ĕçлекен компанисем те вĕсене ăсталăха туптама пулăшаççĕ. Ăста кадрсене хамăр тăрăхра хăварма тăрăшмалла, çавăнпа шалăва пысăклатмалла – терĕç тӳрӳ эфира хутшăнакансем.

«Çамрăксем цифра технологийĕсем енне ытларах туртăнни сисĕнет, иртнĕ çулсенче информаципе шутлав техникин факультетĕне вĕренме кĕрес текенсем 1 вырăна 4 çын ытларах пулнă пулсан, кăçал 7 студента яхăн», – терĕ университет ректорĕ. Предприятисем малашне студента ĕçпе тивĕçтерме карьера контракчĕ çирĕплетеççĕ. 



НТРК
15 сентября 2022
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter