Ăмăрту хĕрсе пырать
Вунпĕр туртан виççĕшне вылянă. Чăваш Ен тĕп хулинче Раççей шахмат чемпионачĕсен суперфиналĕсем иртеççĕ. Ăмăртусем авăн уйăхĕн 22-мĕшĕччен пыраççĕ. Виçĕ тур хыççăн Омск хулинчи Владислав Артемьев малта пырать. Унăн икĕ балл – пĕр вăйăра çĕнтернĕ тата икĕ партине килĕшӳпе вĕçленĕ.
12 яш тата 12 хĕр. Арçынсем тата хĕрарăмсем, паллах, уйрăммăн тупăшаççĕ. Кашни спортсменăн 11 парти вылямалла. Чи нумай балл пухаканни çĕнтерӳçĕ ята тивĕçет. Енчен те балсем пĕр пек пулсан, пĕри те пулин çĕнтериччен малалла вылаççĕ. Суперфинал çĕнтерӳçи кубока тивĕçет. Ăна Богеми хрусталĕнчен хатĕрленĕ. Ваза çине шахматсем ӳкернĕ. Унпа пĕрлех укçа парса хавхалантарĕç. Арçынсем валли тата Александр Насекинăн «Парти» картинипе те хатĕрленĕ.
Шахмат кĕлеткине куçарни шăплăха татать. Турнирта шăна вĕçни те илтĕнме пултарать. Кашни шахматист çĕнтерме ăнтăлать. Парти сахалтан та сехет çурă пырать. Енчен те çĕнтерӳçĕ палăрмасан тата 30 минут хушса параççĕ. Суперфиналсем хĕрсе кăна пыраççĕ. Хальлĕхе кам çĕнтересси паллă мар. Эппин кашнинех чемпион пулас шанăç пур .