«Муниципалитет округĕ» ăнлав вăй илсех пырать

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕ Патшалăх Канашĕн, саккун кăларакан органăн, сессине аса илтерчĕ теме те юрать: тишкерме палăртнă кун йĕркинчи 27 ыйтуран 7-шĕ саккун проекчĕсем пулчĕç.

Темиçе саккун проекчĕ районсенчен муниципалитет округĕсем туса хунипе çыхăннă: «ял тăрăхĕ», «хула тăрăхĕ», «муниципалитет районĕ» ăнлавсем малашне вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне йĕркелекен саккунсенче пулмĕç. «Патшалăх тата муниципалит пулăшу ĕçĕсем» ăнлав та лексикăран тухса ӳкет-тĕр — çакна федераци саккунĕнче çирĕплетнĕ, республикăн вĕрентӳ çинчен калакан саккунне те тивĕçĕ тӳрлетӳ кĕртрĕç.

Налуксемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем пур, вĕсемпе пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков, ларăва ертсе пынăскер, паллаштарчĕ. Муниципалитет округĕсем йĕркеленнĕ май çĕр налукĕ, унччен ял тăрăхĕсен тупăшĕ шутланнăскер, муниципалитет шайне куçать, уйрăм çынсен пурлăхĕшĕн илекен налук пирки те çавнах каламалла. Газ кĕртессине вĕçлеме тунă объектсем тĕлĕшпе пĕчĕкрех налукпа усă курасси, пуçласа регистрациленнĕ предпринимательсене тӳлеттерекен налук виçине нульпе танлаштаракан йышăну вăйра тăрассине малалла тăсасси — çак тата ытти ыйтăва тавлашмасăр татса пачĕç.

Муниципалитетсен чиккисене çирĕплетекен саккуна улшăнусем кĕртесси те муниципалитет округĕсем туса хунипе сăлтавланнă. Тӳрлетӳсем хальчченхи районсен чиккисене улăштармĕç. Хальлĕхе Куславкка, Çĕрпӳ, Тăвай округĕсен чиккисене çырса кăтартнине çĕнетессине ырларĕç. Раштавччен вара, строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал саккун проекчĕсене мĕн пур муниципалитет округĕ тĕлĕшпе хатĕрлĕç.

Тепĕр саккун проекчĕ ЧР Конституцине, саккунĕсене пичетлесе кăлармалли йĕркене пырса тивет — вĕсен официаллă публикаторĕсен ретне официаллă сеть кăларăмне кĕртет. Ăна «Хыпар» Издательство çурчĕ «право21.рф» ятпа регистрациленĕ. Çĕнĕ массăллă информаци хатĕрĕ республикăн «Вести Чувашии» хаçатне улăштарĕ.



Хыпар
15 сентября 2022
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter