Çитес çултан нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанăшăн хаклăрах тӳлеме тивет
Пĕр тăваткал метр лаптăкшăн – сакăр тенкĕ. Çитес çултан нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанăшăн хаклăрах тÿлеме тивет. Кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче йышăну турĕç.
Хальхи вăхăтра тĕплĕ юсавшăн çичĕ тенкĕ те 51 пус тÿлеççĕ. Ку лифт пур нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене пырса тивет. Лифт çуккисене вара ултă тенкĕ те 92 пуса кайса ларать. 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен лифтлă çуртсенче сакăр тенкĕ, ыттисенче çичĕ тенкĕ те 38 пус пулĕ. Тӳлев ӳсни строительство материалĕсем хакланнипе çыхăннă. Укçа регионти тĕплĕ юсав фондĕнче пухăнать. Çитес çул унпа усă курса нумай хваттерлĕ 188 çурта юсама палăртаççĕ. Вĕсенче 29 000 яхăн çын пурăнать.
Лифтсене вăхăтра улăштарасси те тимлĕхре. Çитес çул ку ĕçе пурнăçлама республика хыснинчен 130 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Унпа 65 çĕнĕ лифт лартĕç. Вĕренӳ тытăмĕнчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем. Ку сăмахсене вĕренӳ çинчен калакан саккунран кăларма йышăнчĕç. 14 статьяна вара çĕнĕлĕхсем кертме палартрĕç. «Атăл» батальонăн салтакĕсен тата ятарлă çар операцинче пуçне хунă ентешсен ачисене шкулта икĕ хут вĕри апатпа тивĕçтерессине саккунпа çирĕплетме тĕллевлерĕç.