Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Петербургра иртнĕ Пĕтĕм ҫĕршыври газ форумне хутшăннă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Петербургра иртнĕ Пĕтĕм ҫĕршыври газ форумне хутшăннă

Экспофорум павильонĕсенче газификаци енĕпе тĕрлĕ ҫĕнĕ йышши технологисенчен пысăк калăпăшлă курав хатĕрлесе тăратнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикинчи предприятисем хатĕрленĕ курава пăхса тухнă. Промышленноҫ пайĕнче усă курăнакан мĕнпур технологисен ҫĕнĕлĕхĕсене тĕпрен  кăтартса панă куравра. Калăпăр, «ВНИИР» ОАО, «АБС ЗЭиМ Автоматизация» АО «АБС Электроо» группа компанийĕн ушкăнне кĕрекен организаци хăйсен экспозицийĕсемпе паллаштарнă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев газификаци тытăмĕнче ĕҫлеме пултаракан электротехника промышленноҫĕ валли ятарлă пысăк профессионалсем кирлине палăртнă. Ку тытăмра кадр ыйтăвĕ пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăнине те  каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ҫавăн пекех регион Пуҫлăхĕ «Раҫҫейри газ отраслĕ: ҫĕнĕ пурнăҫ таппинчи условийĕсем, аталану ҫул-йĕрĕсем»  ПМГФ-2022  тĕп пулăмăн пленарлă  ларăвне хутшăннă.  Асăннă мероприятине ҫĕршывра анлă сарăлнă нефтьпе газ компанийĕсен представителĕсем те килсе ҫитнĕ.

Газ индустрийĕнче паянхи кун Петербургра иртекен пĕтĕм ҫĕршыври газ форумĕ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăнине  палăртнă ларăва пухăннисем.  Ҫулсерен пысăк калăпăшпа иртекен  мероприятине сахал мар паллă организацисемпе предприятисем хутшăнаҫҫĕ.  Тĕнче шайĕнче пулакан пулăма газ промышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансем хапăл тусах пуҫтарăнаҫҫĕ.  

Форум ĕҫне тĕпе хурса тĕрлĕ форматсемпе пурĕ 90 ытла мероприяти йĕркелени куҫ кĕретех.  Уҫă калаҫусем, конференцисем, «ҫавра сĕтелсем» тата ытти те.  Форума Раҫҫей Федерацийĕн профильлĕ министерствисенчен сахал мар ертрӳҫĕсем пухăнаҫҫĕ.  

ПМГФ ирттерме пуҫланăранпа спикерсем пулса Раҫҫей тата ют ҫĕршывсенчен пысăк профессионалсем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса хăйсен паха ĕҫ опычĕсем пирки каласа кăтартаҫҫĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствинчен, тĕрлĕ комитетсенчен, Италирен, Германирен, Францирен, Австринчен, Словакинчен, Чехинчен, Нигери Республикинчен, Боливирен тата ытти ҫĕршывсенчен те сахал мар пухăнаҫҫĕ ҫулсеренех.   



16 сентября 2022
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter