«Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» Чăваш Енĕн проектне тĕпе хурса газификацийĕн интерактивлă карттине хатĕрленĕ

«Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» Чăваш Енĕн проектне тĕпе хурса газификацийĕн интерактивлă карттине хатĕрленĕ

Чăваш Республикин Правительствипе Газпром межрегионгаз ҫĕнĕ пĕрлехи проектпа Петербургра иртнĕ пĕтĕм халăхсен хушшинчи газ форумĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Газпром межрегионгаз Группăн генеральнăй директорĕ Сергей Густов тĕплĕн паллаштарнă.

«Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» Чăваш Республикинче пуҫарнă ĕҫе, кăҫал Раҫҫейре культура эткерлĕхĕн ҫулталăкне халалласа, Петербургра иртнĕ экономика форумĕнче ытти мĕнпур пухăннă хăнасене  кăтартнă.  Ун чухне шăпах та, пирĕн тĕрленнĕ карттăна курса, «Газпром межрегионгаз» ушкăнĕн ҫĕнĕ шухăш кĕнĕ - тĕрленĕ картта ҫумне газификаци карттине те пĕрлештерсен питĕ пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртнă.  

«Санкт-Петербургра пулнă ПМЭФ-22 кунĕсенче «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» ҫĕнĕ проекта кăтартса патăмăр.  Ун чухне шăпах та, Сергей Вадимович вăл картта ҫумне газификаци карттине пĕрлештерсен питĕ те паха пулассине каларĕ.  Эпир унăн шухăшне ырларăмăр, килĕшрĕмĕр.  Газ кĕртсе пĕтерессипе йышăннă хушма программа пĕлтерĕшĕ те пысăк.  Ҫав тери паха ĕҫ. Проекта Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ пуҫарса янă.  Ăна пурнăҫа кĕртессишĕн Газпром ырми-канми тăрăшать. Чăваш Республикинче газпа усă куракан ҫемйесем те сахал мар. Ҫут ҫанталăк ырлăхĕпе усă курса, хăйсен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатас текенсен йышĕ те ӳссе пыни куҫ кĕретех.   Ырă пуҫарусенчен пĕри – Атăл леш енне газ ҫитни.  Кăҫал хутса ăшăтмалли ҫĕнĕ тапхăрта халăха вăл территоринче ҫут ҫанталăк газĕпе тивĕҫтерме условисем йĕркелесе ҫитернĕ.  Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕпех пулса пырсан, халăхăн пурнăҫĕ тата та ырă енне улшăнса пырасси те куҫ кĕретех», - тесе  каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Форумра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Газпром Группа директорне Сергей Густова Чăваш Ене килме, палăртса хунă пысăк мероприятине курса хаклама йыхравласа хăварнă.

«Картта тĕрлесси проекта Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев пуҫарăвне тĕпе хурса йĕркелесе янă. Халăхăн пуян йăли-йĕркипе культури унта пĕтĕмпех сăнарланнă.  РФ кашни субъекчĕ хăйĕн паха ăс-хакăл тĕнчине кăтартса пама пултарайнă.  Газпром Группа компанийĕ те ҫак ĕҫе пысăка хурса хакларĕ.  Чăваш Республикин пуҫаруллă проекчĕ, чăнласах та ыттисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ.  Газпром регионсенче пурăнакан халăхăн ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлет. Ҫынсене газпа тивĕҫтерессишĕн хăтлă условисем хатĕрлет.  Картта хатĕрлеме пысăк профессионалсене явăҫтартăмăр.  Пĕрлехи ĕҫре яланах ҫитĕнӳсем пулассине шансах тăратпăр. Газ тата та кĕртес текенсен йышĕ сахал мар, 650 пин договор ҫирĕплетнĕ. Картта ҫинче пĕтĕмпех хамăр газ кĕртсе хăварнă ял территорийĕсене вырнаҫтарма шутлатпăр», - тесе сăмаха малалла тăсса каланă Газпром межрегионгаз Группăн генеральнăй директорĕ Сергей Густов.

Газификаци карттине интерактивлă майпа хатĕрлесе тăратма программистсене чылай явăҫтарнă. Раҫҫейре пурăнакан мĕнпур ҫын хăйĕн территорине вăл карттăра тупса палăртма пултарайрать. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă вăл.  Кирек-епле регион та хăйсем пирки хыпарсене тĕплĕн пĕлейреҫҫĕ вăл проектра.   Унпа тĕплĕнрех ҫак адреспа, Gazprommap.ru паллашма пулать.

Раҫҫейĕн тĕрленĕ карттине хатĕрлеме 200 ăстаҫă хутшăннă. Пĕтĕм ҫĕршыври алă ĕҫ ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартса панă асăннă проектра.  Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин проекчĕ: «Раҫҫейĕн тĕрленĕ картти» Чăваш наци музейĕнче упранать.   2023 ҫулта карттăна туристсен маршрутне кĕртсе хăварма плана кĕртнĕ.  Вăл «Культура» наци проекчĕпе тӳр килсе тăрать, тăватă федераци округĕнче вырнаҫтарса тăратма килĕшнĕ.

 



16 сентября 2022
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter