Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вăрман ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

 

Вăрман хуҫалăхĕпе вăрман промышленноҫĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ -  Вăрман ĕҫченĕсен кунĕ - ячĕпе саламлатăп!

Вăрман  - ҫут ҫанталăк парни, наци пуянлăхĕ. Вăрмансене упрасси тата унпа тивĕҫлĕ усă курасси - Чăваш Ен Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри.

Пĕрле ҫыхăнса ĕҫленипе вăрман отраслĕ лайăх аталанать, вăрман хуҫалăхне тытса пырас енĕпе Чăваш Ен Топ-10 йышне кĕнĕ. «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Акă 2022 ҫулта 820 гектар ҫинче йывăҫ лартăпăр. Отрасль ҫĕнелет, вăрмансене упрама май паракан ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртеҫҫĕ, вăрман хуҫалăхĕпе вăрман пушарĕн службисем пуянланаҫҫĕ. Вăрман промышленноҫне аталантарни, отрасле цифрăлани вăрманпа усă куракансен ĕҫĕсене ҫăмăллатĕ.

Вăрман отраслĕн специалисчĕсене, общественноҫа, волонтерсене, тăван тавралăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханакансене, йывăҫ лартассипе иртекен акцисене хутшăнакансене, вăрмана чĕртсе тăратас тĕлĕшпе тăрăшакансене пурне те тав тăватăп. Чунтан вăй хурса тата пуҫарулăх кăтартса эсир пĕрлехи ĕҫе пысăк тӳпе хыватăр. 

Сире ҫирĕп сывлăх, телей, ырă пурнăҫ, ĕҫре ăнăҫусем тума сунатăп!  

 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ                                             Олег Николаев



18 сентября 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter