Чăваш Енре ҫитес ҫулсенче пиллĕк ҫĕнĕ энергоцентр хута кайĕ

 Асăннă ыйтăва Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Газпром межрегионгаз» тулли мар яваплă обществăн Генеральнăй директорĕ  Сергей Густов Петербургра иртнĕ газ форумĕнче  анлăн сӳтсе явнă. Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче ҫут ҫанталăк газне хушма уйăрасси пирки ыйтăва пăхса тухнă, 2025 ҫулччен  ҫулталăкне 250 млн м3 калăпăшпа титвĕҫтерме май пулассине асăннă.  Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Сĕнтĕрвăрринче Улатăрта, Ҫĕмĕрлере   энергоцентрсен ĕҫне вĕҫне-хĕрне ҫитерме палăртнă.  Кун пек йышăнăва ăнсăртран туман, маларахри объектсен тухăҫлăхĕ пачах та пулманнине шута илнĕ, киввисене пăрахăҫласа, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăракан ҫĕнĕ центрсем хута ярас ыйту пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать, газпа перекетлĕ усă курасси ыйту кун йĕркинчех.

«Хальхи вăхăтра калас пулсан, Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Енре пурăнакансем газпа усă курнăшăн чи пĕчĕк хак тӳлени никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Электроэнерги хакне малалла та пĕчĕклетсе пырассишĕн тăрăшсах ĕҫлĕпĕр. Хушма объектсене ĕҫлеттерсе ярсан, республикăра электроэнергишĕн вăтам тарифĕ ҫине витĕм кӳресси часах.  Атăлҫи федераци тăрăхне кĕрекен регионсем хушшинче пирĕн республикăра пуласлăхра хаксем тата та пĕчĕкрех пуласси никама та иккĕлентермĕ.  Енчен те пиллĕк центр ĕҫне пуҫарса ярсан, хаксем пĕр кВТ - 4,8 тенкĕне ҫитĕ», - тесе ăнлантарса  панă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Ҫĕнĕ Шупашкар»  Индустри паркĕнче энергоцентр ĕҫне пуҫарса ярасшăн.  Ку объекта тăвасси пирки хăш-пĕр ĕҫлĕ канашлусене йĕркелесе те ирттернĕ. «Россети Волга» ПАО – «Чувашэнерго»  представителĕсемпе уҫă калаҫусем  йĕркеленĕ. 

«Газ кĕртсе пĕтерессипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.  «Шупашкарта Атăл леш енчи районсем патне газ ҫитесси те куҫ кĕретех. «Газпром межрегионгаз» республикăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлени курăнать.  Объектсенче палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене пĕр икĕ-виҫĕ ҫул та маларах хута яни  те сисĕнет.  Палăртнă ĕҫсем территорине аталанса вăй илсе пыма хăтлă условисем йĕркелеме витĕм кӳрĕ часах», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Чăваш Республикин ертӳлĕхĕпе эпир ăнланса ĕҫлесе пыратпăр.  Нимĕн иккĕленмесĕрех калама пултаратăп, газификаци ĕҫне графикпа килĕшӳллĕн туллин пурнăҫа кĕртсе пырассине.  Калăпăр, Атăл леш енче пулса пыракан ĕҫсене те графикран чылай маларах пурнăҫласси паллă.  Халăх пурăнакан территорисем патне ҫити газ пăрăхĕсене илсе ҫитерессипе хастар ĕҫлесе пыратпăр.  Пĕр сăмахпа каласан, палăртнă программа республикăра туллин тата вăхăтра пурнăҫанса пырать.  Пуласлăхри ĕҫсем тата та анлăрах, ҫут ҫанталăк пурлăхне  ҫынсем пурăнакан ҫуртсем ҫывăĕхнчи ҫĕр лаптăкĕсем патне кăна илсе ҫитермеҫҫĕ, вĕсене пӳрте ҫитиех кĕртсе парасси те планра пур», - тесе сăмаха малалла тăснă Сергей Густов.   

Кунсăр пуҫне, Чăваш Республикинче халăха хушма газпа тивĕҫтерес программа та анлăн пурнăҫланать. Паянхи кун тĕлне пурĕ 4362 заявка пуҫтарнă.  Палăртма кăмăллă, вĕсенчен 80 процентне газпа тивĕҫтерме те ĕлкĕрĕ.  Программăна 2023-мĕш ҫулччен тăсма  килĕшнĕ вырăнти ертӳлĕхсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  Петербургра газ форумĕнче Чăваш Ен предприятийĕсем йĕркелесе тăратнă  куравсене ҫитсе килнĕ, вĕсен ĕҫне хакланă, форумăн пĕтĕм ҫĕршыври пленар ларăвне хутшăннă.  Унта вăл «Раҫҫейĕн газификацийĕ» интерактивлă карттине  паллашнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ, республикăн карттине тĕпе хурса пурнăҫланă ĕҫе пысăк хурса хакланă.  Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн  кĕске отпускне ирттерет.       



19 сентября 2022
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter